Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ

27 февраля 2006 г.

 

Т.  Н.  Николаева, 8 ывăл-паттăрсен амăшĕ çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май

Çуралнăранпа 125 çул çитрĕ, тесе калама çăмăл, чыслă, ырă. Ку вăл ятлă-сумлă, ырă ĕçсемпе йĕрсем хăварнă çынсем çинчен асăнмалли сăмахсем.

1-2 çул каялла çак сăмахсемпе хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, чăвашсен пĕрремĕш ученăй-энциклопедисчĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи (кăçал январьте ку хаçат 100 çул тултарчĕ), чăваш çыравçи, наука докторĕ, аслă педагог  Н. В.  Никольский çинчен калаçрăмăр.

Паян вара ман сăмахăм хамăр ялтах çуралса ÿссе çитĕннĕ, хамăр ялтах вăй хурса ĕçлесе, ĕмĕрленĕ чăваш хĕрарăмĕ, 8 ывăл-паттăрсен амăшĕ  Т.  Н.  Николаева-Алексеева çинчен.

Т. Николаева 125 çул каялла январĕн 25-мĕшĕнче  Исетерккĕ ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ку куна эпир  Татьянăсен кунĕ, тетпĕр. Апла пулсан, вăл  Çветтуй Татьяна шăпиллĕ, савма та, юратма та пĕлнĕ. Çавăнпах пуль хăй савнă каччипе  Алексей  Илларионовичпа мăшăрланнă. Ĕлĕкхи йăлапа, евчĕ тупса панипе ăна урăх яла, урăх каччăна çураçнă пулин те, вăл хăй япалисене, хăй пурлăхне (ун чухне хĕр япалисем  йывăç хăвăлĕнчен тунă арчара, шупашка тенĕ, упраннă) пулас мăшăрĕпе юлташ-каччăсем пулăшнипе килтисене систермесĕр ун килне куçарнă, телейлĕ пуласса шаннă. Элекçей каччи ытла та маттур, кĕрнеклĕ пулнă. Татьяна аппа та илемлĕ, яштака кĕлеткеллĕ, тулли сăн-сăпатлă  çын киленсе пăхмалла хĕр - Нарспи пекех пулнă.

Çĕнĕ, çамрăк мăшăр малтанах ашшĕ-амăшĕсемпе, шăллĕсемпе пĕр пÿртрех пурăннă. Унта Григорипе Александр çуралнă. Ун хыççăн вĕсем тĕп килĕнчен уйрăлса тухса çав урамрах уйрăм хуçалăх çавăрнă. Вăтам хресчен çемйи евĕр пурăннă.  Акă вĕсен ачисем - 8 ывăл. Пĕринчен тепри маттур, вăйлă, ĕçчен. Ÿссе çитсен - 8 çемье, 8 хуçалăх пулмалла.  Вĕсенчен мăнуксене кĕтмелле.

Çак çемье самана уттипе тан пыма тăрăшнă. Татьяна  Николаевнăпа  Алексей  Илларионович коллективизаци тапхăрĕ пуçлансан малтанхи вăхăтрах колхоза кĕнĕ. Ачисене çамрăклах ĕçе хăнăхтарса-вĕрентсе пынă, çĕр ĕçлекенсем пулма хатĕрленĕ. Ачисем çемьере пĕр-пĕрне итлесе, хисеплесе ÿснĕ. Яланах пулăшса пынă. Каярахпа урăх çĕрелле саланнă.

Акă, 1941 çул, июнĕн 22-мĕшĕ, вырсарни кун, троица праçникĕ. Çĕршыв çине фашистла Германи кĕтмен-çĕртен килсе бомбăсем тăкать, халăхăн мирлĕ пурнăçĕ татăлать. Пурте - Тăван çĕршыва сыхлама, тăшмана  аркатма!

Алесей  Илларионович пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă, Георгиевски кавалер пулнă. Халĕ ĕнтĕ унăн çулĕ тухнă пирки вăл вăрçа кайман.

Татьяна  Николаевнăпа  Алексей  Илларионович 8 ывăлне пĕрин хыççăн теприне  Тăван çĕршывшăн çапăçма вăрçă хирне ăсатаççĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех кĕркунне действительнăй службăран таврăнмалла пулнă 7-мĕш ывăлĕ  Иван вилет.

Çапла 4 ывăлĕн вилнине ĕнентерекен хучĕсем килсе  тăраççĕ Алексеевсен килне  4 çул хушшинче.  Мĕн тери пысăк, чăтма çук хуйхă амăшĕн чĕринче! «Почтальонка килсе хут тыттарасран хăрасах тăраттăмччĕ», - каласа паратчĕ Татьяна  Николаевна. Чул пек йывăр хуйхă пусрĕ салтак амăшĕн чĕрине. Унтанпа вăл пуçне усрĕ - хурланать кунсеренех.

1945 çул. Упăшки Алексей  Илларионович çĕре кĕрет. Вара пĕтĕм йывăрлăх Татьяна  Николаевна пуçĕ çине тиенет. Ĕç алли çунать-мĕн ĕçшĕн, ĕç хуйха-суйха сирет. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, ыйхă çывăрмасăр ĕçлет Татьяна  Николаевна.  Килти хуçалăхра сурăхсем йышлă усрать, ывăлĕсем валли - алсиш-чăлха çыхса ярать, колхозра тăрăшать, ял халăхне валли килĕнче 70 литрлă хуранпа апат пĕçерсе валеçет. Яшкине пĕçерме хуранне мĕн ярса тултарнă-ши;  Вăл вăхăт хальхи тулăх вăхăт пулман вĕт. Тырă вырма вăхăт çитсен, те  алли-ури çăмăл пулнăран, те ĕçĕ ăнăçлă пулнăран, ял халăхĕ хисеплесе ăна пĕрремĕш кĕлте вырса çыхса ĕç пуçлама шаннă.

Вăрçă хыççăн 4 ывăлĕ чĕрĕ юлнă:  Александр,  Родион,  Флор, Михаил. Флор йывăр суранланнăскер, киле килсе курса çеç кайнă. Амăшĕ ăна урăх курман.

Родион ялта, амăшĕпе юнашар хкçалăхрах пурăннă. Унăн 5 ача: 2 ывăлпа 3 хĕр. Александрпа Михаил малтан хăйсем çемьеленсе ĕçленĕ вырăнсенех таврăннă. Каярахпа вара вĕсем тăван Шупашкартах тĕпленсе пурăннă.

Татьяна  Николаевна 1959 çулччен пĕчченех пурăннă. Ывăлĕсемпе канашласа хăйне пăхма   Родионăн аслă ывăлне (мăнукне) Санькăна ывăллăха илнĕ. 1959 çулта  Санька авланнă та мамакĕпе пĕрле пурăнма пуçланă. Вăл вăхăтра мамакĕн пÿрчĕ кивĕ, ишĕлсе анма патнех çитнĕччĕ, шал енчен те, тул енчен те тĕревсем çинче кăна тытăнса тăратчĕ, пурте улăм витнĕскерсем.

Мамак вара алкумне, ампар умне тухса ларса макăрнине астăватăп. Алексей   Илларионович, хăй ĕçкелеме пуçланă пирки çĕнĕ пÿрт лартса парса хăварайман.

Çак çуртра Татьяна  Николаевна вăй иличчен мăнукĕсемпе пĕрле 6 çул пĕрле пурăннă. Çавăн чухлĕ ывăл çуратса ÿстерсе Тăван çĕршывшăн  кĕрешнине шута хурайман çав вăл вăхăтра, колхозĕ те, ыйтса заявлени панă пулин те, ыйтăва тивĕçтермен, пулăшман çурт çавăрма. Пенси укçи унăн та, ыттисен пекех, 12 тенкĕ пулнă. Мăнукĕсем мамакĕ пекех тăрăшуллă та ĕçчен, тĕплĕ пулчĕç, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрчĕç, ура çине тăчĕç. Халь вĕсен чаплă хуçалăх, туслă çемье, 5 хĕрĕ кашни аслă пĕлÿ илчĕç.

Татьна  Николаевна вăрăм ĕмĕр пурăнчĕ. 91 çула кайсан 1972 çулта ура чирĕпе  йывăр чирлесе вилчĕ (гангрена пуçланнă). Вилес умĕн те вăл хăй ăс-тăнне çухатман.

Çемьере вĕсем хыттăн калаçнине, вăрçса-ятлаçса шавланине нихçан та илтмен.

Эпĕ Т. Николевна патне çÿреттĕм, унпа юмахлаттăмăр. Вăл яланах манран: «Халь хаçатра ман ачасем çинчен çырни  çук-и;»- тесе ыйтатчĕ, çаплах таврăнасса кĕтетчĕ. Унăн хулăн япаласем çĕлекен  «Зингер» çĕвĕ машини пурччĕ (упăшки çĕвĕç пулнă). Çав машинăпа çĕлеме вăл чарман. Çав вăхăтсенче вара хăй кун-çулĕ çинчен, ачисем çинчен каласа кăтартатчĕ, нумай чухне унпа пĕрле эпĕ те макăраттăм. Хăй ватă пулин те, куçĕ лайăх куратчĕ, йĕп çине çипсене куçлăхсăрах тиретчĕ. Эпĕ те ун чух пурнăç тути-масине, ача-пăча хуйхине ăнланнă çав. Çак юрă сăмахĕсем ун çинчен çырнă пекех туйăнаççĕ :

«Шурă-шурă кăвкарчăн,

Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен,

Мĕн шыратăн ирĕн-каçăн

Кăвак пĕлĕт хушшинче;

 - Эп шыратăп, эп вĕçетĕп,

Вут çунать ман чĕремре.

Хурчăка килсе аркатрĕ

Манăн пысăк çемьене».

1968 çулта ялта салтак палăкĕ лартрĕç. Татьяна  Николаевнăна машинăпа килсе лартса кайрĕç. Çак салтак палăкне курсан вăл : «Ку ман хăш ывăлĕ, Кĕркури пулчĕ-и;»- тесе макăрса ячĕ.

Ун чухне колхоз председателĕнче Н. А.  Андреев ĕçлетчĕ, вăл амăшне тутăр парнелерĕ.

Кĕркури ăна вăрçăччен хăй  Иваново облаçĕнче ĕçленĕ чухне тĕксĕм хĕрлĕ илемлĕ çĕрçĕн тутăр илсе панă пулнă. Амăшĕ ăна хăй вилсен çыхса яма усранă. Кинĕ унăн кăмăлне пурнăçланă.

Хăй Татьяна  Николаевна вара çав тери тирпейлĕ хĕрарăмччĕ. Унăн çийĕнче яланах хăй аллипе тĕртсе, çĕлесе тунă шур пир кĕпе, пуçĕнче шурă тутăр, хура е чечеклĕ çитсăран çĕленĕ саппун, шурă кĕпе çийĕн хăй çĕленĕ арçын кĕпи евĕр кофта-пиншак, уринче хура тăлапа сырнă çăпата пулнă.

Ватлăх кунĕсенче вара шурă çăм атăпа, сурăх тирĕнчен çĕленĕ кивĕрех сарă кĕрĕкпе çÿрерĕ - ăшăрах кирлĕ-çке ватă шăмшака. Ун кĕсйинчен нихăçан та шурă сăмса тутри татăлман. Унпа вăл куçĕсене, тути-çăварне яланах шăлса тирпейлесе тăратчĕ. Куçĕсенче юхмалăх куççулĕ те юлман та пуль. Ытла та тирпейлĕ, йăваш кăмăллă, çирĕп, хăйне виçере тытма пĕлекен чăваш хĕрарăмĕ. Нихçан та шавласа, çапкаланса, ятлаçса-вăрçса,  мухтанса çÿремен.

Ун пичĕ, çамка çинчи шутласа кăларма çук нумай та тарăн йĕрсем вăл ытла та пысăк, йывăр хуйхăллă, нушаллă çын пулнине çирĕплетеççĕ. Ун палăкĕ çине пăхса иртнĕ чух куçран куççулĕ паянхи кун та хăех юхса анать. Ашшĕ-амăшĕн телейĕ ачасенче вĕт. Анчах вăл çав телее курса савăнайман.

Астăватăп: хăй çинчен кино ÿкерме килсен, епле вăл тухасшăн пулмарĕ, хăйĕн тертлĕ пурнăçне тепĕр хут аса илсе халăха кăтартасшăн мар пулчĕ.

Ывăлĕсем  Александрпа Михаил  хăйсен арăмĕсемпе, ачисемпе амăшĕ пурăннă вăхăтра та, вилсен те час-часах килсе çÿретчĕç. Хăйсен çывăх тăванĕсемпе, пускилсемпе, ял-йышпа яланах хутшăнатчĕç, хăнана чĕнетчĕç. Татяна  Николаевнăна эпĕ нихăçан та юрласа-ташласа савăннине курман. Михаил Алексеевичăн юратнă юррисем пурте пĕрле чух юрламаллисем «Ан авăн, шĕшкĕ», «Пирĕн урам анаталла». Тепĕр чухне шÿтлесе, урисемпе тапăртаттарса «Парень молодой, в красном рубашоночке, такой», тесе юрласа яратчĕ, анчах эпир ăна пĕлейместтĕмĕр.

Ун арăмĕ, Надежда Даниловна, ДОСААФ шкулĕнче водительсем хатĕрлекен преподаватель пулса ĕçлетчĕ. Пĕррехинче мана та вĕсемпе  УАЗикпа хулана кайма тÿр килчĕ. Хăй руль умĕнче (эпĕ ун чухне йывăр çынччĕ), çулĕ япăх пирки ман çине çаврăнса пăхса хăраса пырать. Унтан хăйсем патнех илсе кайрĕç. Питĕ кăмăллă çынсемччĕ. Александр çулланарах панăччĕ те вăл ытлах калаçмастчĕ.

Пур ачисем те çынна хисеплеме, юратма, халăхпа пĕрле пулма хăнăхнă.

Ку вăл амăшĕн пархатарлă ĕçĕ. Халь вĕсен мăнукĕсем те çавах. Питĕ тăрăшуллă, ĕçчен, мĕн пур ĕçе хăйсен аллипе тытса тăвакан ăстаçăсем, ытлашши кирлĕ маршăн сăмах хускатмаççĕ, питĕ туслă çемьесемпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

Çак паттăр çемье çинчен пуçласа район хаçатне хамăр ялта вĕсемпе пĕрле пĕр урамра ÿссе çитĕннĕ  Егор Шумилов  (Георгий  Янгай) çырма тытăннă. Вăрçă журналисчĕн  Антип Николаевăн «Паттăрсен çемйи» кĕнекинче Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ Григорий Алексеевич Алексеев çинчен, çавăн пекех Ю. Сементерĕн «Сакăр кăйкăр» поэмине,  «Хатĕр пул» журналăн 1980 çулхи 2-мĕш номерĕнче пичетленĕ «Пĕртăван  Алексеевсем» статьяна вуласа ытларах пĕлме пулать.  «Сыновья» буклетра, «Герои  Советского  Союза» кĕнекере Григорий Алексеевич çинчен, 1974 çулхи «Советская  Чувашия» хаçатăн  январĕн 6-мĕш номерĕнчи  «Закрыв амбразуру грудью ...» статьяра   Егор  Алексеев çинчен  вуласа пĕлме пулать. Исетерккĕ ялĕнчи клубра, шкулта вĕсем çинчен стендсем пур.

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ тени тĕрĕсех çав. Акă, 2005 çулхи ноябрь уйăхĕнче Мускавран ырă хыпар, награда килни çакна çирĕплетет. Унта  Татьяна  Николаевнăн тепĕр ывăлне  Егор  Алексеева (вăл 1944 çулта А. Матросов вилĕмĕпе вилнĕ) çамрăк йĕрлевçĕсем  архивсенче шыраса тупса 1 степень  Александр  Невский орденне парассине пĕлтернĕ.

Татьяна Николаевнăна вара, 8 ывăл-паттăрăн амăшне, вилнĕ хыççăн та пулин, 1 степень  Аслă  Петĕр  орденне параса тенĕ. Ку вăл Аслă  Çĕнтерÿ 60 çул тултарни иртсен пулчĕ.

Татьяна  Николаевнăн чыслă, хисеплĕ ячĕ Чăваш Республикин Ĕç мухтавĕн тата паттăрлăхĕн  хисеп  кĕнекинче çырăннă. Нихăçан та манас марччĕ çакăн пек ырă çынсем çинчен. Вĕсем пирĕншĕн - пурнăçри куçăмлă тĕслĕх.

 Хам шкулта ĕçленĕ вăхăтра эпир  Елена  Георгиевнăпа çак палăк умĕнче сентябрĕн 1-мĕшĕнче  Мир урокĕсем, майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунне чысланисем (ку чухне Михаил  Алексеевичпа  Александр  Алексеевич та килетчĕç) ирттереттĕмĕр. Нумай шкулсенчен вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ чухне экскурсие килетчĕç, вĕсемпе тĕл пулусем тăваттăмăр. Çĕршыври тĕрлĕ вырăнсенчен çырусем, посылкăсем ярса илеттĕмĕр. «Кид» журнал йĕркеленĕччĕ, классенче  «Здесь сидел  Герой  Советского Союза  Григорий Алексеевич  Алексеев»  ятпа хисеплĕ партăсем тытаттăмăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика