Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынлăхпа чун ăшшине упрасчĕ

27 февраля 2006 г.

 

Пирĕн районта паллă çынсем сахал мар çуралнă. Вĕсенчен пĕри шăпах  Ю. И.  Скворцов  писатель.  Нумаях пулмасть вăл çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Унăн  «Сурăм хĕрĕ» (1959), «Хĕрлĕ мăкăнь»  (1962), «Уках хурăнĕ»  (1963),  «Хĕвеле хирĕç»  (1964),  «Çын ăшши»  (1969),  «Сăваплă вут» (1982)  т. ыт. те.  Чăваш литературинче паллă вырăн йышăнаççĕ.

Иртнĕ эрне кун Хурăнкасси каччин пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа Йÿçкассинчи Культура çуртĕнче пысăк уяв пулчĕ. Ăна Муркашри искусство шкулĕн  Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн филиалĕнче вĕренекенсем илемлĕ юрă-ташăпа уçрĕç. Унтан Йÿçкассинчи шкул ачисем паллă прозаикăн пурнăçĕпе пултарулăхне унăн произведенийĕсем витĕр сцена çинче кăларчĕç. Унăн сăввисем те, вĕсемпе хывнă юрăсем те куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕç. Вĕсенче тăван ене, çĕршыва юратни те, туслăх-тăванлăх туртăмĕ те тапса тăрать.

Район пуçлăхĕ  Ю. А.  Иванов    Юрий  Илларионович  пултарулăхне хакланă май çакна палăртрĕ :

- Ун пек çынсем кашни кун çуралмаççĕ.  Писательсемпе поэтсен ĕçне кашни çын хаклама пултараймасть.  Йÿçкасси тăрăхĕ Юрий Скворцов пек тарăн йĕр хăварнă пултаруллă çынсемпе пуян. Федор Васильев композитор, Александр Ильин,  Виталий Гордеев юрăçсем т. ыт. те. Юрий Скворцов произведенийĕсенче вырăн тупнă сăнарсем паян та пурăнаççĕ.

Юрий Александрович çитĕнекен ăрăва воспитани парса ÿстерессинче Юрий Скворцовăн произведенийĕсенчи геройсем ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Паян телеэкран çинчен çамрăксене çăмăл пурнăçпа пурăнма вĕрентекен кадрсем «тăкăннă» вăхăтра хамăр ачасен ăс-тăнне, ăс-хакăлне пирĕн хамăр халăх ĕçченлĕхĕпе ырă йăли-йĕрки çине таянса аталантармалла.  Юрий Скворцов повеçĕсенчи геройсем - ĕçе юратакансем, пурнăçа ĕç çинче йĕркелекенсем.  Тĕслĕх илме те аякка каймалла мар, ав,  П. П.  Давыдов ертсе пыракан «Ударник» хуçалăх сăнавпа производство хуçалăхĕнче маттур ĕçченсем сахал мар.

Паянхи пурнăçа ентешĕмĕрĕн произведенийĕсенчи вăхăтпа танлаштарнă май вара ЧР Патшалăх  Канашĕн депутачĕ, «Ударник» ертÿçи  Платон Павлович Давыдов çакна палăртрĕ :

- Малашне лайăхрах пурăнас тесен пирĕн атте-асаттесем мĕнле вăй хунине пĕлес пулать. Вĕсем тăрăшса вăй хунă. Халĕ вара тепĕр чух ячĕшĕн ĕçленĕ самантсем те пулаççĕ. Кун пек юрамасть, ĕçлемесĕр пурнăç пулмасть. Юрий Скворцов произведенийĕсем пире пĕр-пĕрипе килĕштерсе, пĕр тĕллевлĕн ĕçлеме, хамăра йĕркеллĕ тытма хистеççĕ. Паян вăл вăхăтри пек ĕçе ал вĕççĕн тумастпăр, техника вăйĕпе усă куратпăр. Апла пулсассăн, хуçалăх, район аталанăвĕшĕн хамăрăн çине çине тăрса вăй хумалла. Платон Павлович  Юрий Александровича  ентешĕмĕрĕн   Юрий Скворцовăн юбилейне  район шайĕнче паллă тунăшăн тав турĕ.

Республика шайĕнче ырă ятлă çыравçăна сума сумасăр тăма май та çук. Унăн пултарулăхĕ вулакансене çынсен пурнăçне, ĕçне-хĕлне, шухăш-кăмăлне, йăли-йĕркине лайăх пĕлнипе, чĕлхи пуяннипе çывăх. Паян ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе шкул ачисем уроксенче паллашаççĕ. Ю. Скворцовăн пултарулăхне вĕрентÿ кĕнекине кĕртессинче вара  Чăваш Патшалăх Гуманитари  Наукисен  Институчĕн литература тата фольклор ыйтăвĕсепе ĕçлекен пай ертÿçин В. П.  Станьялăн тÿпи çав тери пысăк.  Виталий Петрович хăй Юрий Илларионович пултарулăхне уявра çапла хакларĕ :

- Юрий Скворцов - чăваш литературинчи проза классикĕ. Унăн произведенийĕсем ытти авторсеннинчен психологийĕпе уйрăлса тăраççĕ. Юрий Илларионович  Хветĕр Уярпа,  Илпек  Микулайĕпе пĕрле тăмалласкер.

Виталий Петровичăн тепĕр шухăшĕпе те килĕшмесĕр тăма çук : Вырăнта сас памасан, тепĕр чух темле курăмлă ĕç тунă паллă çынсем çинчен те пĕлмесĕрех юлма пултарать çитĕнекен ăру. Ку тĕлĕшпе Муркашсене ÿпкелешмелли çук. Юрий Илларионовичăн шăллĕ Аркадий Илларионович тăрăшнипе  «Хĕрлĕ мăкăнь», «Кĕрхи кунсем» кĕнекисем çĕнĕрен пичетленсе тухрĕç.  В. П. Станьялăн ĕмĕчĕ вара - Ю . Скворцовăн çырнисен пуххине кăларасси : сăввисем те, юррисем те, вăл çырнă пĕлтерĕшлĕ статьясем те кĕччĕр унта. Виталий Петрович  Юрий  Скворцовăн пултарулăхĕнче тĕпчемелли татах нумай пулнине палăртрĕ.

 - Ю. Скворцов çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă каçра ун пирки ăшă саламсем нумай пулчĕç. Йÿçкасси шкул директорĕ Ю. С. Яковлев унăн пултарулăхĕ ачасене тăрăшуллă пулма хистенине, ырăпа усала уйăрма пулăшнине палăртрĕ.  Панклири историпе краеведени музейĕн директорĕ, Н. Л. Яковлев   Юрий  Илларионович кун-çулне ывăç тупанĕнчи пек сăнларĕ. Сăмах май каласан, кунти музейра Ю. Скворцовăн пурнăçĕпе пултарулăхне валли пысăк вырăн уйăрнă.

Уява  Çеçпĕл  Мишши ячĕллĕ  Чăваш  Патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем те килсе çитрĕç. Унăн илемлĕх ертÿçи  Вячеслав  Николаевич  Оринов,  акă, мĕн палăртрĕ :

- Кашни çыннăн сĕтел çинче юратнă кĕнеке пулмалла яланах. Чуна йывăр самантсенче çумри юлташ пултăр вăл.  Маншăн вара çакăн пек кĕнекесем - Ю. Скворцов çырнисем. Вĕсене алла илсе, унти геройсемпе тĕл пулнă хыççăн чунра тĕлĕнмелле канăçлăх килет. Çакă пуш сăмахсем маррине  Йÿçкассинчи Культура çуртне лăк тулли пуçтарăннă халăх  ентешĕмĕрĕн «Сăваплă вут» произведенийĕ тăрăх çырнă спектакле курнă хыççăн тепĕр хут ĕненчĕç.

«Çĕр çинче этемсем нумай, çынсем сахал». «Сăваплă вутри» автор шухăшĕ пире пурне те çынлăха, чун ăшшине упрама, пĕр-пĕринпе килĕштерсе-пурăнма чĕнсе калать.

Çак шухăш пурнăçланни вара асăннă мероприяти епле иртни те кăтартса парать : вăл çÿллĕ шайра иртрĕ. Йÿçкасси тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Николаевич Иванов  ентешĕмĕре сума суса килнĕшĕн пурне те тав турĕ. Юрий  Скворцова  çакăн пек чыслатпăр пулсан,  чун ăшши те, çынлăх та тапса тăрать пирĕн те.  Çакна çитĕнекен ăру патне çитерессишĕн районти вĕрентÿ,  культура ĕçченĕсен те ырми-канми тимлеççĕ.

Юрий Скворцов  75 çул тултарнине халалланă уяв каçĕ сценарисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертÿçи  А. Е. Андреева библиотекăсем конкурса хастар хутшăннине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ Ю. А.  Иванов чи маттур библиотекăсемпе библиотекарьсене хисеп грамотисемпе чысларĕ.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика