Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăннă тислĕке лумпа катаççĕ

27 февраля 2006 г.

 

Хĕлĕн юлашки уйăхне кĕтĕмĕр пулин те, сивĕ кунсем хыçа юлчĕç тесе çирĕплетсех калаймастпăр-ха. Акă, январьти шартлама сивĕсем çулла çуна хатĕрлеме хушнине яруççăн ума тăратрĕç. Çапла вара çулла çуна хатăрлейменнисем хĕлле урапа хатĕрлесси те питех те иккĕленÿллĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене тĕп укçа-тенкĕне выльăх-чĕрлĕх отраслĕ парать пулсан, кăрлачри сивĕсенче шăнса ларнă фермăсенчен кун таврăннă май çывхаракан çур акине хатĕрленме финанс пулăшĕвĕ илесси те çип вĕçĕнче çакăнса тăрать. Аталанăвăн çак çулĕпе кайсан чи çывăх юлташ  ПАНКРУТ. Шăпах çак çул çинче ĕнтĕ паян  «Колос» хупă акционерлă общество.

Асăннă ял хуçалăх предприятийĕ 12 яла пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче 1228 кил хуçалăх, 3180 çын. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх харпăрлăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх фермисем иккĕ тата сысна ферми пĕрре.  Ку тăрăх Катькас ял хутлăхне кĕнĕрен ял хутлăхĕн кантурĕ тавра тата фермăсем çывăхĕнче пулкки-пулккипе чупса çÿрекен хуçасăр йытăсем - тепĕр ферма. Чухăн пурăнатпăр-и; Çук. Авă, вырăнти ветеринари участокĕ патĕнче йытăсем таçтан тупса килсе пĕр чăхха «тирпейленĕ». Ку - пĕрремĕш курăну.

Вăрмана мĕн чухлĕ шаларах кĕретĕн - çавăн чухлĕ ытларах вутăллă пулатăн. Çак чăнлăх «Колосра» та ума тухса тăчĕ. Акă, Катькасри сĕт ферми. Хĕле хатĕрленсе алăксене ăшă тытмалла туманран тата сарай чÿречисем пĕр хут кантăкпа çеç пулнăран 35 градуслă сивĕ ĕне сарайĕнче те хăйне килти пекех туять. Ĕнесемпе тынасене апат валеçмелли хушă тислĕкпе-улăмпа шăнса ларнă. Эпир пырса кĕнĕ чух тислĕк кăларакан С. Сокловпа   Н. Иванов каланă тăрăх вĕсем ир çитнĕ çĕре транспортерти тислĕк те пăрланать-мĕн. Çавăнпа та тислĕк кăлариччен транспортер ан вантăр тесе лумпа ирхи зарядка тума тивет. «Вĕçне çитиех мар-ха.  Алăкран 15 - 20 метр çеç шăнать, - терĕç ирхи шăн тислĕке катса янă ĕçченсем. - Паян тата, авă, алăк çĕмĕрĕлнĕччĕ те, ăна юсарăмăр». Вăт çак сарайĕнчен хуçалăхăн продукци илмелле, укçа-тенкĕ тумалла. Кунта илмелле-тумалла тени питех те пысăклатнăн курăнать. Акă, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне фермăра 81 пуç ĕне пулнă пулсан, паян вĕсем 69 пуç кăна. Вĕсем 2,3 килограмм сĕт параççĕ. Пухăннă сĕте Муркашри сĕт завочĕ 3 кунра пĕр хутчен машина ярса турттарса каять. Сĕт илме кунта выльăхсене рационта 15 киолограмм силос, 5 килограмм утă, ĕнесене 1,5 тата пушмак пăрусене 2 килограмм çăнăх параççĕ. Çакă вăл кăçалхи ĕç çеç мар. Пĕлтĕр, авă, хуçалăх çапла ĕçлесе пурĕ 184 тонна (виçĕм çулхин 44 проценчĕ) сĕт суса илнĕ. Кунпа пĕрлех аш-какай туса илесси те 89 тонна (74 процент) çеç пулнă. Мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвĕ те 166 пуçа  (44 процент) юлнă.

Хуçалăхăн сысна ферминче те савăнăç кÿрекенни çукрах. 2004 çулхипе танлаштарсан кунта та сысна кĕтĕвĕ 46 процент çеç юлнă (244 пуç). Мĕн пулать, çавна çитереççĕ вĕсене. Тĕпрен илсен, утă çăнăхĕпе урпа-пăрçа. Нумай пулмасть пулă килнĕ, анчах ăшă шыв çукран вăл сыснасем умне çитеймест-ха. Çакнашкал пур-çук пурнăçпа пурăнса сыснасем пĕлтĕр талăксерен 181 грамм (районта чи сахаллисенчен пĕри) ÿт хушнă.

Çăва тухиччен вăхăт пĕр-ик эрне çеç мар. Хĕле йĕркеллĕ ирттерсе ярăпăр-и; Çак ыйту паян кашни выльăх пăхаканах шухăшлаттармалла. «Колосра» вара çулталăк пуçланнă тĕле 182 тонна утă, 626 тонна силос, 260 тонна улăм, 54 тонна тырă юлнă. Çак апатпа «Оринино», «Лидер», «Нива» общество, « Свобода» хуçалăхсенчи пек мăйракаллă шултра выльăхсене талăксерен 645 - 839-шер грамм, сыснасене «Агро-урожай», «Свобода», «Лидер» хуçалăхсенчи евĕр талăксерен 537 - 557-шер грамм ÿт хуштарасси паллах иккĕленÿллĕ. Пурăнăпăр - курăпăр, çăва тухсан пăхăпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика