Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компьютер ачана сиен кÿрет-и?

27 февраля 2006 г.

 

Самана хальхи вăхăтра çав тери хăвăрт улшăнса пырать. Пурнăçа компьютер технологийĕсем анлăн кĕрсе пыраççĕ. Анчах та компьютер пĕр енчен усăллă пулсан, тепĕр енчен сиенлĕ мар-и; Çапла, сиенлĕ. Хальхи çамрăксем компьютер умне ларасшăн вилсех каяççĕ. Вăл вĕсене эрех-сăра тата наркотик пек илĕртсе тăрать.

Компьютеромани вăл - ХХ1 ĕмĕрĕн чăн-чăн чирĕ. Паллах, шкул ачисен компьютерпа ĕçлеме пĕлмелле, ĕçлемелле те. Анчах та компьютер умĕнче ларни азарта кĕрсе ан кайтăр тесе вĕсене асăрхаса тăмалла. Ачасем интернета кĕрсе усăллă информаци илччĕр, анчах та вăл çамрăксен ăс-тăнне, кăмăл-сипетне сиен ан кÿтĕр.

Пурте виçеллĕ пулмалла. Енчен те ача компьютер умĕнче ларса  хăйĕн пĕтĕм  пушă вăхăтне  ирттерет пулсан, ашшĕ-амăшĕн кун пирки хытах шухăшласа пăхмалла. Хирĕçлеме çук, паянхи вĕренекен компьютерпа ĕçлеме пĕлни питĕ аван, çав вăхăтрах унăн ытти енлĕ пултарулăхне аталантарасси пирки те манмалла мар. Сăмахран, шкулта вĕренекен ачан хускануллă вăйăсене ытларах хутшăнмалла, ÿт-пĕве çирĕплетмелле. Çирĕп ÿт-пÿре -  çирĕп ăс-тăн. Çакна та манас марччĕ. Компьютер умĕнче выляса ларнипе çаксене илейместĕн.

Ачаран спортпа, физкультурăпа туслашмалла, сехечĕ-сехечĕпе тапранмасăр пĕр вырăнта лармалла мар. Хусканусăр пурнăç, уйрăмах çамрăк вăхăтра, нумай чирсем патне илсе çитерет.

Шкул ачине мĕнле те пулин урăх ĕçпе интереслентермелле : вăл спорт вăййисене хутшăнтăр, ÿкертĕр, йывăçран эрешлесе касса тĕрлĕ изделисем тутăр, тăмран теттесем ăсталатăр т. ыт. те. Кун пек чухне вĕсене компьютер сахал кăсăклантарать.

Çакна та каласа хăвармалла. Енчен те сирĕн компьютер пур пулсан, монитор çине хÿтлĕх экран лартма ан манăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика