Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçех ĕçлеме пуçлать

27 февраля 2006 г.

 

Çут тĕнчене никам та яланлăх килмест. Пĕрисем тĕрлĕ сăлтавсене пула вăхăтсăрах пурнăçран уйрăлаççĕ, çав хушăрах çут тĕнчене çĕнĕ «кайăксем» те килеççĕ. Анчах та çын тĕрлĕ сăлтавсене пула кĕтмен çĕртен вилсе кайрĕ пулсан ăна сăлтавне пĕлмесĕр пытарма юрамасть. Муркашри тĕп больницăра судмедэкспертиза уйрăмĕнче çак ĕçе пурнăçламан пирки вилнĕ çынсене хулана турттарма тивет, унта вара çакăншăн темиçе пин тенкĕ тÿлемелле. Муркашра морга ĕçлеттерме май çук-и;  Ял çыннин ытлашши укçа çук. Çын сарăмсăр вилни вара çывăх çыннисене çапсах ÿкерет. Çакăн пирки район çыннисенчен темиçе çыру килчĕ, телефонпа шăнкăравласа ыйтакансем те сахал мар пулчĕç.

Çак ыйтупа районăн тĕп врачне В. Г. Данилова паллаштартăмăр.  Акă, мĕнле хурав пачĕ вăл пире :

«Судпа медицина экспертезин уйрăмĕ (морг) малтанхи çулсенче ĕçленĕ. Ăна пĕлтĕр санитари нормисене тивĕçтермест тесе хупрĕç, вилесене хума хаклă йышши холодильник кирлипе сăлтавларĕç. Ку ыйтупа район пуçлăхĕ патне çырупа та тухрăм, судмедэксперт уйрăмĕ тĕп больницăна пăхăнса тăмасть.

Чăннипе каласан, унта хальхи вăхăтра   А .М.  Рыбников судмедэксперт ĕçлет, вăл инкек тÿснĕ, сусăрăннă çынсене пăхса-тĕрĕслесе тивĕçлĕ справкăсем çырса парать. Кунта юсав ĕçсене туса  ирттернĕ. Вăл хальхи вăхăтра санитари нормисене тивĕçтерет. Çак уйрăм çитес кунсенче хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлама тытăнĕ»

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика