Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемлĕ. Пурăнма пĕлсен ...

22 февраля 2006 г.

 

Иртнĕ çул вĕçĕнче «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн» икĕ уйăхлăх иртрĕ. Çитĕнекен ăрăва, акă, мĕн çинчен тепĕр хут ас илтерчĕ çак акци: пурăнма пĕлсен, сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, пурнăç тата та илемлĕрех, татах та телейлĕрех.

Акă, çĕнĕ 2006 çул пуçланчĕ. Вăл кил-çурта инкек илсе ан килтĕр тесен вара, кашнинех тимлĕ пулмалла. Сăмах кунта паянхи пурнăçăн тÿнтер енĕ - наркомани пирки пырать. Çак инкек килсе ан çаклантăр тесен, мĕн тумалла; Çак ыйту тавра калаçрăм эпĕ районти тĕп больницăри Л. М.  Иванова психотерапевтпа.

- Лариса  Меркурьевна, калăр-ха тархасшăн, камсем наркоман пулса тăма  пултараççĕ-ха; Ку тĕлĕшпе çынсене вăл е ку категори çине пайлама пулать-и;

- Ун пек уйрăмлăх çук. Кирек кам та наркоман пулса тăма пултарать.

«Эпĕ вăйлă. Наркотика пĕр хут тутанса пăхатăп та, урăх тытмастăп» тесе шанмалли çук. Нумай специалист шухăшĕ тата çакна çирĕплетет: хăшпĕр çынсен генетика тĕлĕшĕнчен наркомани чирĕсем аталанас хăрушлăх пур. Вĕсем вăл е ку психоактивлă веществоне тутанса пăхрĕç пулсан,тÿрех наркомани чирĕ аталанма пултарать.

- Эппин, наркотика пĕр хут тутаннипех наркомани серепине çакланма пулать.

- Никам та наркоман пулас тесе тытмасть наркотика. Йăлтах киленÿ туйăмĕ кÿрекен пĕрремĕш хут тутаннинчен пуçланать. Наркотика пĕр хут алла илниех çапла вара ытлашши доза, ВИЧ инфекци, вируслă гепатит патне илсе пырать.

Наркотика иленнĕ хыççăн пĕтĕм интересĕ, кăмăлĕ, кăмăл çирĕплĕхĕ йăлтах улшăнать. Киленÿ туйăмĕ хăвăрт иртет. Организм наркотик ыйтма пуçлать. Вăл çуккипе çынна чĕтретме пуçлать, сунас пуçланать, çын тарлать, ыйхă килмест, мышщăсем ыратаççĕ, кăмăл пĕтет, çын чăркăшланать, хăйне шизофреник пек тытма пуçлать. Çапла вара çынна реаниматолог пулăшăвĕ кирлĕ пулать. Пурăна киле çын çак  «ломкăна» пĕтерес тесе вăйлăрах та вăйлăрах наркотиксемпе усă курма пуçлать.

- Çакă вара вилĕм патне те илсе çитерет;

- Час-часах вилĕм патне наркотика пысăк дозăпа усă курни илсе пырать. Критикăлла лару-тăруран тухнă  хыççăн та наркоман ĕмĕр тăршшĕпех психиатр е нарколог пациенчĕ пулса юлать, мĕншĕн тесен наркотикăн пĕчĕк дозисем те пуç мимине сиенлетеççĕ, хăш-пĕр наркотиксемпе психотроплă веществосен пĕчĕк дозисемех наркомана психиатри больницине илсе çитереççĕ.

Çакна палăртмалла: таса медицина наркотикĕсемпе нумай вăхăт хушши усă курни те шалти органсене сиенленет. Çавăн пекех наркотиксем пĕвере, пÿрене, чĕрене пысăк сиен кÿреççĕ.

Пĕр ÿстермесĕр çакна палăртма пулать: килти условисенче хатĕрленĕ наркотиксене  кĕске вăхăт усă курни те инвалид пуласси патне илсе пырать. Çавăн пекех хусканупа калаçу органĕсем наркотикпа сиенленнĕрен çын ĕçлес пултараслăхне çухатнипе пĕрлех хăйне хăй пăхма пултарайми пулса тăрать.

Наркотиксем çавăн пекех ВИЧ инфекципе, В, С гепатитпа, туберкулезпа ытти чирсемпе йышлăн чирлеççĕ.

Вилессе наркомансем ытлашши дозăран, организма нумай вăхăт хушши наркăмăшлантарнăран вилеççĕ: чĕре, пĕвер, пÿре чирĕсемпе вилеççĕ. Çавăн пекех вĕсен ĕмĕрне,  наркотик пĕтĕм организма наркăмăшлантарни,  ВИЧ инфекци, криминаллă пурнăçпа пурăнни кĕскетет. Учетра тăракан наркомансенчен 40 çултисем тата аслăраххисем çук та.

- "Çăмăл" наркотиксем сиенсĕр, тесе шутлама пултараççĕ хăшĕсем.

- Ку пачах та тĕрĕс мар. Кантăр препарачĕсем тата ытти çăмăл наркотиксем  те личноçа салатаççĕ, интеллект чакать, психоз, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пуçланаççĕ. "Çăмăл" наркотиксемпе усă курни "йывăр" наркотиксемпе усă курасси патне илсе пырать.

Çакна манса каймалла мар, наркотиксем çăмăл тата сиенсĕр пулма пултараймаççĕ.

- Мĕнле пĕлмелле çамрăк çын наркомани çулĕ çине тăнине;

- Наркомани диагнозне врач çеç лартма пултарать. Нароктикпа усă курнине шăк, юн анализĕ, алă çинчи тасамарлăха, пит çăмарти çинчи лаймака тĕрĕслени çирĕплетсе парать.

Наркотикпа усă курма пуçланине алă, ÿт çинчи иньекци вырăнĕсенчен, кăвакарнă, каснă, туртмаллипе пĕçертнĕ вырăнсенчен пĕлме пулать.

Наркотикпа усă курма пуçланă хыççăн ача суйма пуçлать, никампа та чунне уçса калаçмасть, пытарать. Унăн пĕтĕм интерес çухалать. Килтен укçа, япала çухалма пуçлать е пачах урăхла, килте ют япаласем курăнма пуçлаççĕ: çав шутран тĕрлĕрен эмелсем те.

- Кун пек чухне мĕн тумалла ашшĕ-амăшĕн;

- Чи малтанах çак проблемăпа пĕччене пĕччен юлмалла мар. Çак проблемăпа ĕçлекен специалист патне каймалла. Виçĕ сăлтавпа тумалла çак утăма. Пĕрремĕшĕнчен, специалист сире лăпланма пулăшать. Иккĕмĕшĕнчен, çакă сирĕн проблема мĕн таран йывăр пулнине  уйăрма пулăшать. Виççĕмĕшĕнчен, специалист патĕнче пулни  сире малалла мĕн тумаллине палăртма пулăшать.

Тÿрех асăрхаттармалла: наркомани - тÿрех, пĕр саманатрах, татăлакан проблема мар. Вăл мĕн чухлĕ вăхăтра татăласси чи малтанах чир мĕн таран шала кайнинчен, унтан наркомани çине тăнă çамрăк çынна наркомани сиенĕ пирки мĕнле ăнлантарнинчен килет. Çавăн пекех - воспитани шайĕнчен те: ача пушă вăхăтне ăçта камсемпе ирттернине контролленинчен.

Сăмаха вĕçленĕ май çакна палăртам. Наркомани серепинчен тухма сиплевпе профилактика учрежденийĕсенчи наркологи служби те пулăшать. Харьков хулинче çакнашкал патшалăх тата коммерци сиплев учрежденийĕсем нумай. Чи малтанах патшалăх шайĕнчи сиплевпе профилактика учрежденийĕнчи специалистсем патĕнчен пуçламалла сиплев ĕçне.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика