Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăсаясем çинчен ан манăр

22 февраля 2006 г.

 

Кăсăя - илемлĕ кайăк. Анчах çак кайăксем хĕллехи вăхăтра апат çитменнипе аптраççĕ. Вĕсене пулăшмаллах пулĕ.

Марина  Степанова

Сивĕ хĕл кунĕсем тăраççĕ, раштав сиввисем вара çынсемшĕн те питĕ кансĕр те кайăксем пирки мĕн калас ĕнтĕ. Кăсăясене юрлă-çумăрлă çанталăкра та питĕ йывăр килет, апат тупса çиеймеççĕ. Çавăнпа та вĕсем ирĕксĕрех хыр-чăрăш вăрманне куçса каяççĕ, çулла та çавăнтах пурăнма тытăнаççĕ.

Кăсăясем вара сад-пахчасенче тухтăр пекех кирлĕ. Унсăрăн унта хурт-кăпшанкăсем хуçаланма тытăнаççĕ. Çавна шута илсе, пирĕн çак кайăксене хамăр патăртах хĕл каçма пулăшмалла: апат пама тăрăшмалла, килте тата дача участокĕсенче вĕллесем туса çакмалла.

Кăсăя вĕллине тума йывăр мар: 1,5-3 см хулăнăш саваламан хăма татăкĕсем илмелле, тăррине курпультен тумалла. Вăл стенасенчен 3-5 см чухлĕ тухса тăтăр. Тĕпне кĕртсе лартмалла та тул енчен пăтасемпе çапмалла. Вĕлле тĕпĕн лаптăкĕ 12х12 см, çÿллĕшĕ тĕпĕнчен - 28 см е ытларах та пулсан аванрах. Вĕлле шăтĕкĕн диаметрĕ 3-3,4 см пулсан çитет. Кăсăя вĕллине симĕс сăрăпа сăрламалла, мĕншĕн тесен сăрламан йăвана кайăксем йышăнасшăнах мар. Кăвак тĕсе кайăксем килĕштермеççĕ. Кăсăя вĕлле шăтăкне хăш еннелле  вырнаçтарнине те пăхать. Йăвана пичĕпе хĕвел анăç еннелле вырнаçтарсан аванрах, мĕншĕн тесен кăсăя çĕр каçма чылай тĕттĕмленсен тин килет.

Кайăксен йăвисене йывăç е кашта çине, çĕр çинчен 2 метр çÿллĕшне çаксан аван, йăвапа йăва хушши 20 метр пулмалла. Кайăксен çемйисем пĕр-пĕринпе кÿршĕллĕ пурăнма юратмаççĕ. Кормушкăсем тума сĕт тыткаламалли пакетсем каяççĕ. Кăсăясем хĕвел çаврăнăшпе кантăр вăрри çиме юратаççĕ. Кормушкăсем çине сĕлĕ, шурă çăкăр тĕпренчĕкĕ хурса парсан та аван. Хĕллехи вăхăтра вĕсен чи юратнă апачĕ - тăварламан сысна ашĕпе çăвĕ. Вĕсене çирĕп çиппе çакса памалла.

           

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика