Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсем малашлăхпа пурăнаççĕ

22 февраля 2006 г.

 

Юлашки çулсенче кашни ялтах çĕнĕ урамсем çĕкленчĕç. Илĕртÿллĕ капмар çуртсем ялсене илем кÿреççĕ, чуна савăнтараççĕ. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр çавăрма е юсаса çĕнетме пĕрре те çăмăл мар. Апла пулин те, пурнăçа юратакан, малашлăха пăхакан, ыранхи кун çинчен шутлакансем темле йывăр пулсан та çурт лартма е çĕнетме майсем тупаççех.

Юлашки çулсенче  ЧР  Президенчĕ  Н. В.  Федоров çынсен пурнăçне лайăхлатма, ялсен инфраструктурине аталантарма темиçе указ йышăннăччĕ : ялсене çут çанталăк газне кĕртессине вĕçлессипе, пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе т. ыт. те.

Ку тĕлĕшпе иртнĕ çулсенче пирĕн районта та сахал мар ĕçсем пурнăçланă, кашни ял тăрăхĕнчех газ кĕртессине вĕçлессипе нумай ĕçленĕ. Çакă вăл пĕтĕмпех район экономикипе социаллă пурнăçне аталантармалли планпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Юлашки çулсенче уйрăм çынсене çурт лартма патшалăх та нумай пулăшать. Ку енĕпе пирĕн республикăра темиçе программа ĕçлет. Çурт лартакансене ятарлă условисемпе килĕшÿллĕн субсиди параççĕ, вĕсем çăмăллатнă условисемпе ипотека кредитне илеççĕ.

2005 çулта çав программăсемпе мĕнле усă курнă, çынсем мĕнле пулăшусем илнĕ, кăçалхи задачăсем еплерех; Çакă тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи  А. Чернова, район пуçлăхĕн çумĕнчен, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçинчен    В. Г. Никитинран.

- Владимир  Германович, 2005 çул иртсе кайрĕ. Иртнĕ çулхи строительство ĕçĕсем пирки пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр;

- Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, кунсерен малалла ăнтăлать. Иртнĕ çулта пирĕн районта та ырă еннелле сахал мар улшăнусем пулса иртрĕç. Пурнăç малалла кайни строительство ĕçĕсенчен  лайăх курăнать. Юлашки çулсенче строительство материалĕсен хакĕсем чылай ÿсрĕç пулин те, районта стротельство ĕçĕсем чарăнман. Çакна эсир хăвăр та лайăх куратăр. Хальхи вăхăтра  ЧР  Правительстви те строительство ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çана май строительство калăпăшĕ те ÿссе пырать.

Пĕтĕмĕшле илсен, район администрацийĕ тăрăшнипе эпир хамăр ума лартнă задачăсене пурнăçлама пултартăмăр. Иртнĕ çулта çулсем тăвассине, вĕсене юсассине тата тытса тăрассипе те малалла ĕçленĕ. Çак ĕçсем пĕтĕмпех ялсене 2010 çулччен социаллă аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.

ЧР  Президенчĕн указне пурнăçласа ялсене газ кĕртес ĕçсене вĕçленĕ. Хальхи вăхăтра районти 177 ялтан 170 ялĕнче çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ.

- Иртнĕ çулта мĕнле обьъектсем хута кайнă;

- Кашни çын пурнăçĕнче çурт-йĕр паллă вырăн йышăнать. Çана шута илсе ĕнтĕ районта социаллă çурт-йĕр тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн районта çулсерен вуншар çурт хута каять. Иртнĕ 2005 çулта та 50  яхăн çурт хута янă, пĕтĕмпе 15 пин тăваткал метра яхăн. Унсăр пуçне Муркашри Парковăй урамра та 27 тата 15 хваттерлĕ çуртсем, Йÿçкассинче врач амбулаторийĕ (пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕпе пĕрле) т. ыт. хута кайнă.

- 2005 çулта субсидипе мĕнле усă курнă;

- Социаллă çурт-йĕр лартма е хваттер туянма çынсене субсиди параççĕ. Вăл, «Ялсене 2010 çулччен аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. 2005 çул валли пĕтĕмпе хваттер илме 2761,1 пин тенкĕ пăхса хунă. Хваттер илмелли çурт Муркашри Парковăй урамра вырнаçнă, иртнĕ çулта çав программăпа персонифициленĕ 10 счет уçнă, подрядчика 4988 пин тенкĕ, çав шутран вырăнти бюджетран 2707 пин тенкĕ панă. Çубсиди илнĕ чухне те хăйĕн условийĕсем, çирĕплетнĕ йĕрке пур. Ăна хваттер илме черетре тăракансене хăйсене мар - подрядчиксене - çурт тăвакан строительство организацине параççĕ. Субсиди виçине палăртнă чухне черетре миçе çул тăнине, çемьен кашни членĕ пуçне мĕн чухлĕ тупăш тивнине шута илеççĕ. Ялта пурăнакансем те, ятарлă условисемпе килĕшÿллĕн, çурт лартма субсиди илме пултараççĕ. Пĕлтĕр ялти специалистсен  26  çемйи çак субсидине илнĕ.

- Ипотека кредичĕпе пĕлтĕр мĕнле ĕçленĕ;

- Çурт лартакансемшĕн ипотека кредитне илни те пысăк пулăшу, мĕншĕн тесен, çавăн чухлĕ укçана ĕçленипе тÿрех пухаймастăн, кредита вара çурт лартнă чухне те пĕчĕккĕн тÿлесе пыма пулать. 2005 çулта ипотека кредитне валли 2730 пин тенкĕ уйăрнă. Ăна илме граждансен 32 заявленине пăхса тухнă. Вĕсенчен 15 çемйи 2708,8 пин тенкĕлĕх социаллă ипотека кредитне илнĕ.

- ЧР  Президенчĕ 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче «Чăваш Республикин çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» 5 № указ йышăннăччĕ. Ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыратăр;

  - Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене çурт лартма кредита çăмăллатнă условисемпе параççĕ, унпа тĕллевлĕ кăна усă курмалла. Кредит илекен çамрăк граждансем малтанхи виçĕ çулĕнче процент виçине-5 процент чухлĕ, юлашки çулсенче 10 процент чухлĕ тÿлеççĕ. Иртнĕ çулта «Çамрăк çемье» программăпа ипотека кредитне илме 43 заявлени пăхса тухса Перекет банкĕн Муркашри 7034 уйрăмне янă. 40 çамрăк çемье 16104 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ.

- Кăçалхи задачăсем пирки мĕн калама пултаратăр;

- Иртнĕ икĕ çулта районти ялсене газ кĕртессине вĕçлессипе ĕçлеме тиврĕ пулсан, кăçалхи задачăсем вара урăхларах.  ЧР  Президенчĕн 2004 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çичен» 109 № Указ йышăнчĕ. Çавăн пекех республикăра «Чăваш   Республикинчи халăха ĕçмелли паха шывпа 2005-2008 çулсенче тивĕçтересси» ятарлă тĕллевлĕ прогамма çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсен системине çĕнетсе улăштарма проектсем хатĕрлес ĕç пырать. Кăçал 7 ял тăрăхĕнче шыв пăрăхĕсен системине улăштармалла. Хальхи вăхăтра Москакасси тăрăхĕнчи  Вăрманкас  Хачăк ялĕн,  Шетмĕпуç тăрăхĕнчи  Катăкуй,  Сарчак, Шетмĕпуç ялĕсен проекчĕсем экспертизăра.

Çавăн пекех 5 ял патне çулсем тумалла, пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе те тимлемелле т. ыт. те. Ĕçсем çителĕклĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика