Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент çырăвĕпе паллаштарчĕç

22 февраля 2006 г.

 

Чăваш  Республикин  Президенчĕ  Н. В.  Федоров  Республикăн  Патшалăх  Канашне янă 2006 çул валли  Çырупа тухнине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» ятлă вăл. Унта, тĕпрен илсен, вырăнти самоуправлени ĕçне йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Акă, мĕн каланă кунта çакăн пирки: «Вырăнти влаçăн тĕп задачисенчен пĕри çаксем пулса тăраççĕ: граждансемпе хутшăну яланлăх тата пур енлĕ пулмалла, поселенисен территорийĕсенче хăйсем яваплă пулса тăнипе ăнлантармалла вĕсене, граждансенче çак шухăша çирĕплетмелле.

Тунти кунпа, ытлари кун район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем ял поселенийĕсене тухса халăхпа ĕç коллетивĕсенче пулчĕç, вĕсене çÿлерех асăннă çырăвăн пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕç. Çакна палăртмалла: ĕçлĕ тĕлпулусем информаци кунĕ майĕпе иртрĕç. Тĕлпулусене район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле çавăн пекех ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, депутатсен районти  Пухăвĕн тата ял поселенийĕсен  Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. Ĕç коллективĕсенче ыйтусем те чылай пулчĕç, халăх вĕсем çине тулли хуравсем илчĕç. Президент Патшалăх  Канашне янă  çырăва пурнăçлассипе çыхăннă сĕнÿсемпе ыйтусене вара район администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсен ĕçне тата право тĕлĕшĕнчен йĕркелессипе ĕçлекен пайра шута илеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика