Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти хăрушсăрлăх кашни çынран килет

25 января 2006 г.

 

Паянхи сивĕ çанталăк - газпа, электричествăпа, ăшăпа, шывпа тивĕçтерекенсемшĕн чăн-чăн тĕрĕслев.

Мухтав  Турра, хальлĕхе районта пысăк йывăрлăхсем сиксе тухман. Пурте хăйсем умĕнчи ответлăха туйса, яланхинчен тимлĕрех.

Кĕçнерни кунхи министерствăсен кунĕнче те (унăн теми: хăй тытăмлăх реформи тата 2006 çул - ăс-хакăл  çутлăхĕн çулталăкĕ) вырăнта пулнă май сивĕ çанталăкра пурнăçшăн кирлĕ службăсене тивĕçлипе ĕçлеттересси пысăк тимлĕх уйăрчĕç.

Район пуçлăхĕ  Ю. А.  Иванов тата  ЧР гражданла оборона ĕçĕсем тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн ертÿçи  В. Н.  Петьков  Оринин ял тăрăхĕнче пулчĕç.

В. Н.  Петьков вырăнти депутатсемпе,  учительсемпе тĕл пулнă май çакна палăртрĕ:

- Пирĕн хăрушсăрлăхпа кашни çынна, яла, тăрăха тивĕçтерме пултармалла. Çак ĕç малашнехи  вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çине те тиенет.

Ĕçри çитменлĕхсене укçа çукки çине йăвантарма кирлĕ мар. Акă, Вăрманкас ялĕнче январĕн 7-мĕшĕнчи пушарта икĕ çын вилнĕ. Сăлтавĕ - эрех ĕçнĕ, пирус туртнă ...

Çапла, вырăнта пур пушар техники кивелнĕ. Анчах  вырăнти муниципаллă пушар хуралĕсене кунта пурăнакансенех тытса тăмалла. Пуçласа район бюджетĕнче 2006 çулшăн вĕсене валли  ГСМ тата саппас пайсем туянма укçа пăхнă.  Ку çителĕксĕр. Вырăнти предприятисен те, уйрăм çынсен те хăйсен тÿпине хывма тивет.  Хăрушсăрлăх тени паянхи саманара тÿлевсĕр пулмасть. Акă, Мулкачкассинчи пушар машинине юсама 12 пин тенкĕ кирлĕ иккен. Ку ыйтăва вырăнти влаç халăх пулăшнипе татса пама шантарчĕ.

В. Н.  Петьков ялти пуçлăхсемпе, рядовой çынсемпе калаçнă чухне вĕсенчен кашниех инкек-синкекрен хÿтĕленме хатĕр пулнине ăнланма тăрăшрĕ. Инкекĕ пулсан тата хамăра епле тытмалла;

Çапла, инкекрен асăрханасси кашни çынран, унăн тимлĕхĕнчен килет. Паллах, пуçлăхсен пĕр ответлăх, рядовойсен-тепре. Анчах пĕр-пĕрин çине шанса ларнипе инкекрен хăтăлса юлаймăн.

Вырăнти влаç органĕсен çулсене уçса тăрасси, шывпа тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак тивĕçсем каллех 131№  Федераллă саккунпа хăй тытăмлăх органĕсем çине тиенеççĕ.

ЧР Президенчĕн ялсене ĕçмелли шывпа тивĕçтересси çинчен программи ĕçлеме пуçларĕ. Ялсене шыв кĕртнĕ чухне пушар гидранчĕсем вырнаçтарса хăварасси пирки паянах шутламалла. Çулсене пăхса тăма вырăнти бюджетра укçа-тенкĕ уйăрмалла. Кăçалтан, акă, 52  çухрăм çула пăхса тăрассине район бюджечĕ çине илнĕ.

Юн кун министерствăсен кунĕн виçинче ЧР  Гражданла оборона ĕçĕсен, чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн тата республикăри Патшалăх ĕç инспекцийĕн представителĕсем  Орининсăр пуçне  Мăн  Сĕнтĕр,  Муркаш,  Турай, Катькас ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Кунти çынсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх реформи тата Президент  Патшалăх Канашне янă çыру тăратнă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ял çыннисем çĕрĕн аренда тÿлевĕ, хуçалăхри  çĕр пайĕсем, хваттер тÿлевĕ, вырăнти бюджетсен тупăшĕсемпе тăкакĕсем тата ытти ыйтусене хускатрĕç. нумай ыйтусене çийĕнчех хуравланă.

Пурăнан пурнăçра çынна телейлĕ пулма  нумай та кирлĕ мар. Туслă çемье,  сывă  ача-пăча, килĕштернĕ ĕç. Тата хăрушсăрлăх !

Хăрушсăрлăхне те хамăрăн тума пĕлмелле. Ун чухне тĕрлĕ инкек-синкексем пирĕнтен пăрăнса иртĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика