Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта хисепре

25 января 2006 г.

 

Ялта çуралса ÿснĕ, хăйĕн пурнăçне ял хуçалăх отраслĕпе çыхăнтарнă çын çăмăл мар пулсан та ĕçсĕр пурăнаймасть. Нумай чухне вĕсен ĕçне ачисем малалла тăсаççĕ. Çакă вăл ашшĕ- амăшĕ хăйсен ывăлĕ-хĕрĕсемшĕн хастар ĕçĕсемпе ырă тĕслĕх пулнине уççăнах çирĕплетет.

 Районти кирек хăш ялта та  хăйсем суйласа илнĕ  специальноçа чунтан парăннă, пурнăç йывăрлăхĕсене, кăткăслăхĕсене пăхмасăрах вуншар çул ырми-канми тăрăшакансем сахал мар.

Вĕсенчен пĕри- Катькас ялĕнче пурăнакан В. Н.  Волкова. Вера Николаевна 1968 çулта  Калайкассинчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи СПТУ-ра вĕренсе ветеринари фельдшерĕн специальноçне алла илет. Ун хыççăн тÿрех «Колос» колхозра ветфельдшерта ĕçлеме пуçлать.

Выльăх тухтăрĕ-и вăл е этем тухтăрĕ- çăмăл мар вĕсен ĕçĕ. Кирек епле çанталăкра та, талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшу пама васкамалла унăн. Выльăхăн вара мĕн ыратнине калама чĕлхи çук. Тухтăрăн ăна хăйĕн пĕлсе сиплемелле. Вера  Николаевна ĕçлеме пуçланă çулсенче  пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăхсен хисепĕ те пысăк пулнă, çавăнпа та ĕçĕ те çителĕклех тупăнса тăнă. Вăл анчах-и тата. Ял çыннисен выльăх-чĕрлĕхĕ те чирлемесĕр пулмасть вĕт. Вĕсем те кун пек чух ялти ветфельдшер патне пулăшу ыйтма чупаççĕ. Никама та хирĕçлемен  В. Н.  Волкова, кашнин патне кайса вăхăтра пулăшу пама тăрăшнă. Сахал мар тав сăмахĕсене тивĕçнĕ вăл. Харпăр хăй  хуçалăхĕнче, ялта выльăх-чĕрлĕх усрамасан  тытăнса тăма епле йывăр пулнине пурте лайăх ăнланççĕ вĕт.

36 çул пĕр уйрăлмасăр хуçалăхра ветеринари фельдшерĕнче тимлет В. Н.  Волкова, юлашки вăхăтра Катькасри сĕт-çу фермине те ертсе пырать.

Вăрçă хыççăн çуралнисен ачалăхĕ çăмăл пулман. Пĕчĕклех ĕçе кÿленнĕ вĕсем, нимрен те хăраса тăман.

 В. Н.  Волкова та пурнăçра активлă позици йышăнса мĕн çамрăкранах обществăлла ĕçсенчен пăрăнман. 20 çултах ăна пуçламăш комсомол организацине ертсе пыма шаннă. Çав çулсенче вăл район Совечĕн депутачĕ, иртнĕ созывра депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ пулнă. Бригадăри партком секретарĕнче нумай çулсем хушши тимленĕ, çынсемпе ĕçлеме, ертсе пыма пĕлнĕ Вера  Николаевна.

Депутатăн суйлавçă шанăçне тÿрре кăлармалла. Çакна ăнланса  В. Н  Волкова обществăлла ĕçсенчен пăрăнмасть. Акă, сăмахран, 34 килтен тăракан çĕнĕ урама газ кĕртнĕ çĕре активлă хутшăнать. Ял уявĕсене ирттернĕ çĕрте те унăн тÿпи те пысăк.

Пултарулăхĕшĕн, ĕçри хастарлăхĕшĕн Вера Николаевна тĕрлĕ шайри (çав шутрах  Раççей  Федерацийĕнне те)  Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе, Василий  Петровичпа, икĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.  Анжелика- аслă пĕлÿ илнĕ , халĕ Катькасри тĕслĕх библиотекăра ĕçлет.  Ирина вара- медсестра, иккĕмĕш номерлĕ  Мăн  Сĕнтĕрти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕнче вăй хурать.

Çак кунсенче  Вера  Николаевна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Ĕмĕрÿ вăрăм пултăр санăн, ял çыннисене татах та нумай çул хушши савăнтарса пурăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика