Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малти вырăнта-обществăри йĕркелĕх

25 января 2006 г.

 

Çулталăк вĕçленнĕ хыççăн пур çĕрте те иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетсе тишкереççĕ, малашлăх планĕсене, мĕн енĕпе ытларах тимлемллине палăртаççĕ.

Кирек-хăш отрасльте ĕçлесен те пĕтĕмĕшле лару-тăру лăпкă пулни пире малашлăх шанчăкне парать, тăрăшарах вăй хума хистет.

Ку тĕлĕшпе вара шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем нумай тăрăшаççĕ.Ĕлĕкрех халăхра: «Манăн милици мана хÿтĕлет» тенине час-часах илтме пулатчĕ. Халĕ мĕнле ĕçлесе пыраççĕ вĕсем, иртнĕ 2005 çула епле вĕçленĕ;  Çакă тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçинчен Макаровран.

-Евгений  Дмитриевич, хăвăрăн кулленхи задача вăл – районти халăх пурнăçĕн лăпкăлăхне сиплесси. Урăхла каласан, терроризма, пурлăха вăрланине-çаратнине, çул çитмен çамрăксем преступлени тунине, наркотиксемпе тата  тĕрлĕрен эрех шĕвекĕсемпе усă курнине  хирĕç кĕрешесси, учетпа регистраци дисциплинине çирĕплетесси т. ыт. те.

Калас пулать, районти шалти ĕçсен пайĕ право йĕкине сыхлас, обществăлла хăрушшсăрлăха çирĕплетес , граждансене тĕрлĕ преступленисенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе нумай мероприятисем туса ирттерет. Сăмахран, терроризма хирĕç кĕрешме 2005 çул валли ятарласа мероприятисен планне туса хатĕрленĕччĕ. Ăна пурнăçласа районта террорла актсенчен сыхланма, чрезвычайлă лару-тăру пулассине сирме нумай мерăсем йышăннă, пур çĕрте те сыхлăха ÿстернĕ. Ĕç коллетивĕсенче, сывлăха сыхлас тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче, халăх массăллă пухăннă вырăнсенче, обществăлла транспортра  ăнлантару ĕçĕсене туса ирттернĕ, курăнакан агитаци урлă кирлĕ сĕнÿсем панă т. ыт. те.  Ку ĕçри эпир районти терроризма хирĕç кĕрешекен комиссипе пĕрле туса пыратпăр. Массăллă мероприятисенче те чрезвычайлă лару-тăру пулман.

Ку аван-ха. Преступленисем çинче чарăнар-ха. Иртнĕ çулта преступленисем тăвасси мĕнле шайра пулнă; 

2005 çулта районта  566 преступлени тунă. Ку вăл  2004 çулхинчен  (466 преступлени) ытларах.  Преступленисен тытăмне тишкерсен çакă курăнать: пĕтĕр йывăрах мар преступленисене нумайрах тунă, вĕсен шайĕ  41,3 (малтанхи çулта- 38,8 процент) процент шутланать. Урăхла каласан, вĕсен хисепĕ  181 преступленирен  234 çитнĕ. Çав вăхăтрах йывăр преступленисем тăвасси чакнă.

Пофилактикăлла мерăсем йышăннине пула сывлăха ятарласа сиен кÿрессине- 50 процент чухлĕ ( 16-ран 8-а çити), хĕненине 22,7 процент, мăшкăлланин -100 процент, обществăлла вырăнта преступлени тунине 40,7 процент, çав шутра урамсенче 75 процент чухлĕ (24-ран 6-а çити) чакрма май килчĕ.

Анчах та ку пирĕншĕн лăпланса лармалли сăлтав мар. Пĕтĕмĕшле лару-тăру япăхах мар пулсан та  çынна хирĕç преступлени тăвасси ÿснĕ, 9  тĕслĕхрен ( 2004 ç.) 15-е çитнĕ. Вĕсене пурне те тенĕ пекех ÿсĕрле çемйесенче тунă. Ку тĕлĕшпе милицин участокри инспекторĕсен уголовнăй розыск сотрудникĕсен, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсемпе ĕçлекен инспекторсемпе пĕрле ытларах тăрăшмалла.

Пурлăх вăрлассипе çыхăннă преступленисем тăвасси ÿсни те канăçсăрлантарать, вĕсен хисепĕ 261 тĕслĕхрен 350 çитнĕ (34,1 процент чухлĕ нумайрах). Иртнĕ çулта дачăсаене çаратнине сахалрах уçса палăртнă. Çав вăхăтрах пĕлтĕр вăрланине малтанхи çулхинчен 37 тĕслĕх ытларах уçса палăртма пултарнă (85-рен 122 çитнĕ).

Преступленисене ытларах камсем тăваççĕ-ха;

Иртнĕ çулта преступленисене пĕтĕмпе 269 çын тунă, вĕсенчен 27-шĕ-хĕрарăмсем, çул çитмен  çамрăксем - 46. 263 çынна уголовнăй майпа явап тыттарнă . Ĕçлеменнисем 190 преступлени, ушкăнпа-45, ÿсĕрле 88 преступлени тун       ă. 427 уголовнăй ĕçрен (284) 150-шне (99) вĕçленĕ, суда 139 (90) ĕç янă.

- Вĕсене уçса палăртас пирки мĕн калама пултаратăр;

- Уйрăмах йывăр преступленисене уçса палăртасси малтанхи çулхи шайрах юлнă, 92,3 процент чухлĕ.  Пĕлтĕр йывăр преступленисене 79,5 процент (80,8) уçса палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара преступленисене уçса палăртасси 5,9 процент чухлĕ чакнă,  (71,6 процент вырăнне 65,7).

Ку енĕпе криминаллă милицин ытларах тимлемелле, уйрăмах йывăр тата йывăр  преступлени тăвассине хирĕç кĕрешмелле. Вĕсен хăйсен ĕçĕнче шăпах çакна малти вырăна хураççĕ, унсăр пуçне наркотиксене саккуна пăсса сутнине, террорла актсене хирĕç кĕрешеççĕ. Криминаллă милици енĕпе пĕлтĕр 153 преступлени тунă, вĕсенчен 85,2 процентне уçса палăртнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика