Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах саккунлăха пăхăнса

18 января 2006 г.

 

Район прокуратури суд приставĕсем саккунсене епле пăхăнса пынине тивĕçлипе тĕрĕслесе тăрать. Прокуратура, налук инспекцийĕ тата суд приставĕсен районти пайĕ пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени та палăрăмлă кăтартусем тума май парать. Прокуратура акчĕсем парăма кĕнĕ предприятисене те эффективлăрах тĕрĕслесе тăма, тунă йăнăшсене вăхăтра тупса палăртма, кирлех пулсан уголовнăй ĕçсем пуçăрма пулăшаççĕ. Сăмахран, иртнĕ çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне РФ Уголовнăй кодексĕн 315 статйипе 9 уголовнăй ĕç  пуçарнă. 2004 çулхи август – 2005 çулхи октябрь уйăхĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче касса операцийĕсем тумалли йĕркене пăснăшăн 30 представлени тăратнă, 32 предостережени тунă, административлă йĕркене пăснăшăн 24 айăплă çыннă явап тыттарнă т. ыт. те.

2005 çулта РФ Уголовнăй кодексĕн 315-312 статйисемпе 9 уголовнăй ĕç пуçарнă. Асăннă опыта республика прокуратури  хăйĕн информаци çырăвĕнче лайăх тесе палăртнă. Прокуратурăпа право йĕркине пăхăннипе  тĕрĕслекен тата ытти органсем пĕрле çыхăнса ĕçленĕ опыта вĕренме  республика прокуратури пирĕн районта семинар-канашлу ирттернĕ.

Çул çитмен çамрăксене преступлени тума явăçтарас фактсене тупса палăртас, вĕсене воспитани парас тивĕçсенчен пăрăннине асăрхаттарас тĕлĕшпе те прокуратура  ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Иртнĕ çул РФ Уголовнăй кодексĕн 150 статйин пĕрремĕш пайĕпе 3 уголовнăй ĕç, 156 статьяпа 7 уголовнăй ĕç пуçарнă. Право тĕлĕшĕнчен административлă йĕркене пăснăшăн 6 ĕç пуçарнă, ЧР Арбитраж сучĕ пăхса тухнă хыççăн айăплисене пурне те ответ тыттарнă.

Саккунлăха пăхăнса ĕçлесси пирĕншĕн малашне те тĕп вырăнта пулĕ.

.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика