Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Зонăри ăмăрту

18 января 2006 г.

 

Раштав уйăхĕн вĕçĕнче Тивĕшри вăтам шкулăн кубокне çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ спортзонăри ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта пĕтĕмпе 8 команда хутшăнчĕ. Вĕсен шутĕнче: «Моргаушрайбыт», Красноармейски районĕнчи «Унга», Элĕк районĕнчи "Правда" "Шар", Шупашкар районĕнчи «Ишек» тата «Искра», Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхăн тата Тивĕш шкулĕн командисем.

Вĕсем волейболла выляссипе, кире пуканне çĕклессипе, турник çинче туртăнассипе ăмăртрĕç. Спортсменсене Тивĕш шкулĕн директорĕ В.А. Федотова, Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи Б.Н. Михайлов, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П. Александров, ФСБ подполковникĕ Н.М. Акшаров, Ю. Смирнов, А.А. Кузьмин спорт мастерĕсем, «Моргаушрайбыт» директорĕ А.П. Давыдов, В.Ф. Порфирьев, С.Ф. Федоров спорт ветеранĕсем саламласа ăнăçусем сунчĕç.

Ăмăртусем хĕрÿ кĕрешÿре çивĕч лару-тăрура иртрĕç.

Волейбол енĕпе пĕрремĕш вырăна диплома тата куçса çÿрекен кубока Карсноармейски районĕнчи «Унга» команди тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Моргаушрайбыт» тата «Ударник» хуçалăх командисем пайларĕç.

Кире пуканне çĕклессипе В. Кириллов (Катăкуй) чи пултарулли пулчĕ. С. Алексеев (Оринин), Б. Михайлов (Мичурин яч. хис. хуçалăх) 2 тата 3 вырăна тивĕçрĕç.

Турник çинче алă вĕççĕн туртăнассипе И. Иванова («Ударник» хуçалăх), А. Федорова («Унга»), П. Иванова (Тивĕш) çитекенни пулмарĕ. Çĕнтерÿçĕсемсĕр пуçне парнесене «Чи аслă спортсмена», «Чи çамрăк вылякан» номинаципе те тивĕçрĕç.

Тивĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул администрацийĕ çак спорт уявне ирттерме пулăшнă спонсорсене – В. Павлов предпринимателе (Автанкасси ялĕ), Мичурин яч. хис. хуçалăх ертÿçине Б. Михайлова, Элĕк районĕнчи  Шор ялĕнчи С. Андреев предпринимателе, Раççей спорт мастерне Ю. Смирнова, И. Иванова («Ударник» хуçалăх командинчен) тата ыттисене чĕререн тав тăвать.

Спорт ăмăртăвне хутшăннă командăсене, курма килнисене, ял халăхне ырлăх

-сывлăх сунса Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламласа ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунать.

.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика