Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян Президент Патшалăх Канашне çырупа тухать

30 декабря 2005 г.

 

Эрне кун Чăваш Республикин виççĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм тăххăрмĕш сессийĕнче Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский депутатсене çапла пĕлтерчĕ: республика пуçлăхĕ Николай Федоров ун патне çыру янă. Унта вăл 2005 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Президент Патшалх Канашне çулленхи Çырупа  тухасси çинчен пĕлтернĕ.

Аса илтеретпĕр, унччен Николай Федоров парламентарисем патне нарăс-пуш уйăхĕсенче Президент Çырăвне янă. Кăçал икĕ сăлтавпа çак вăхăта улăштарнă. Пĕрремĕшĕнчен, 2006 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вырăнти хăй тытăмлăх реформи анлăн ĕçе кĕрет, ку ыйту Çырăвăн пысăк пайне йышăнать. Республика пуçлăхĕ нумай пулмасть палăртнă тăрăх, Çĕнĕ çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн нихăш шайăн та, влаç представителĕн те вырăнта тăпăртатса тăма вăхăт çук. Иккĕмĕшĕнчен, Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнчех наци проекчĕсене  ăнăçлă пурнăçа кĕртме тытăнмалла. Ку вăл – республика ертÿçисен 2006 çулхи  политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри.

Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Ен Патшалăх Канашĕнче Çырупа тухса калаçнине Чăваш радиопа раштавăн 28-мĕшĕнче 13.00 сехетре тÿрĕ эфирпа параççĕ. Чăваш телевиденийĕпе Президент Патшалăх Канашĕнче тухса калаçнине 14.10 сехетре трансляцилеççĕ. Интернет сечĕн сайтĕнче www capĕ ru (Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕ) Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн сессийĕн ĕçне, Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров унта тухса калаçать, 12.00 сехетре трансляцилеме тытăнаççĕ, вăл чăн вăхăт режимĕпе пырать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика