Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мунчана - çĕнĕ хакпа

30 декабря 2005 г.

 

Кĕçех çĕнĕ, 2006 çула кĕретпĕр. Мĕнле пулĕ вăл, мĕнпе савăнтарĕ халăха; Коммуналлă пулăшусемшĕн, электроэнергишĕн тÿлемелли тарифсем ÿсесси паллă. Çĕнĕ çултан мунчара çăвăнмалли тариф хакĕ те ÿсет. Мĕнпе çыхăннă вăл, мĕншĕн хăпарать унăн хакĕ; Çак ыйту çине хуравлама ыйтнă хаçат сотрудникĕ район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн пайĕн ертÿçинчен Н.В. Любимовран.

- Николай Валентинович, хаксем ÿсни халăхра тĕрлĕ калаçусем çуратать. Мунча тарифĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарса парăр-ха, çак ыйтăва уçăмлăх кĕртер.

- Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кăçалхи декабрĕн 12-мĕшĕнче 613 № йышăну турĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2006 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчен мунчара çăвăнмалли хак пĕр çын пуçне 25 тенкĕ вырăнне 35 тенкĕ пулать. 7 çула çитмен ачасем валли унăн çурри чухлĕ – 17 тенкĕ те 50 пус.

Мунча кĕмелли тариф ÿсни чи малтанах унăн хăйхаклăхĕ пысăк пулнипе çыхăннă. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх илсе кăтартам. Юлашки икĕ çулта мунчара çăвăнмалли хака пĕрре те хăпартман. Апла пулин те, мунчана çÿрекенсен хисепĕ чакса пырать. Пирĕн районта обществăлла мунчасем иккĕ: Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте. 2004 çулхи тăхăр уйăхра вĕсенче 7 пин çын çăвăннă пулсан, кăçал çав вăхăтра - 5300 çын кăна. Çавăн пирки унăн хăйхаклăхĕ  те ÿссе пырать. Электроэнерги, топливо хакĕ ÿсни те тариф пысăкланасси çине витĕм кÿрет.

Унсăр пуçне пĕлтĕр 9 уйăхра  пĕр çынна çăвăнма  61,6 тенке ларнă пулсан, кăçал 108,5 тенкĕне çитнĕ. Кашни çынна мунчара çăвăнтарса предприяти 41 тенкĕ тăкак тÿсет. Ку вара пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх аталанăвĕ çине витĕм кÿрет. Урăхла каласан предприятие каялла туртать. Çавăнпа та расчетсемтунă хыççăн мунча тарифне  ÿстерме йышăну тунă

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика