Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем яваплăха ÿстерме ыйтаççĕ

30 декабря 2005 г.

 

Ытлари кун Калайкасси шкулĕнче Чăваш Республикинчи вĕрентÿ ĕçне çĕнетессипе ĕçлекен республикăри координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А. Гапликов хутшăнчĕ. Ларăва ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П. Чернова ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи виçĕ ыйтупа та вăлах доклад туса пачĕ. Пĕрремĕш ыйтупа вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме май паракан наци проекчĕ тавра пулчĕ калаçу.

Хăйĕн сăмахĕнче Галина Петровна çакна палăртрĕ.

- РФ Президенчĕ В. Путин сĕннĕ наци программи республикăшăн кĕтмен япала мар. Пĕрремĕшĕнчен, çакă вăл пире вĕрентÿ учрежденийĕсене  реструктуризацилессипе çыхăннă. Юлашки вăхăтра шкул çулне çитмен ачасене вĕрентÿ учрежденийĕсене явăçтарасси лайăхланчĕ. Вĕсен 85 проценчĕ паян ача сачĕсемпе пама кĕске вăхăтлăх ĕçлекен ушкăнсенче аталанать. Çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен шкула кайиччен вĕрентÿпе аталану  ушкăнĕнче пулни ачашăн çав тери кирлĕ.

Галина Петровна çавăн пекех вĕрентÿ çинчен калакан наци программи шкулсенче  профиллĕ вĕрентÿпе, вĕрентÿпе культура центрĕсем уçнипе çыхăннине палăртрĕ. Кусем пирĕн республикăра йăлтах пурнăçланаççĕ. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ асăннă наци программи  шкулсене вĕсенче миçе ача пуррине шута илсе финанслассипе, вĕрентÿ учрежденийĕсенче информатизацие сарассипе, шкулсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме ыйтнипе çыхăннине те палăртрĕ.

Координаци канашĕн ларăвĕнче иккĕмĕш ыйтупа РФ Президенчĕн премийĕсене тата Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсене тивĕçекене шкулсемпе учительсене суйласа илесси çинчен калакан положени проектне  тата çак ĕçе  пурнăçлакан комисси составне пăхса тухрĕç. Правительство пуçлăхĕ Сергей Гапликов шкулсенчен, вĕрентекенсенчен çĕнтерÿçĕсене суйласа илнĕ чух вĕсен ĕçне пур енлĕн тата тĕплĕн те тĕрĕс хакламаллине палăртрĕ.

- Вĕрентÿ çĕнĕлĕхĕсенчи çак хавхалантармалли мелсем вĕрентекенсен талантне тупса палăртма пулăштăр, пултарулăхшăн хавхалантартăр. Гранта тивĕçнĕ учителĕн малалла ĕçлемелли программа пултăр. Ыттисем те унран вĕренччĕр, ун пек пулма тăрăшчăр.

Сергей Анатольевич çавăн пекех грантсемпе премисене илме тивĕçлисене суйланă чух балл системипе усă курни вырăнлă пулнине палăртрĕ. Кун пек чухне хăш критеришĕн  мĕн чухлĕ балл пани çĕнтереймен шкулпа вĕрентекене те хăй мĕншĕн çак чыса çĕнсе илейменнине, малашне хăш енĕпе тăрăшуллăрах пулмаллине ăнланма май парать.

Ларура виççĕмĕш ыйтупа класс руководителĕ пулнăшăн хушса тÿлемелли йĕркене  пăхса тухрĕç. Хулари класра 25 ачаран, ялта 14 ачаран кая мар пулсан уйăхсерен класс руководителĕсене 1 пин тенкĕ хушса тÿлеме палăртнă. Координаци канашĕн членĕсем çак йышран сахалтарах ачаллă класс ертÿçисене мĕнле йĕркепе тÿлемеллине те палăртса хăварчĕç. Ларура виçĕ ыйтăвĕпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Чăваш Республикинчи вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе ĕçлекен координаци ларăвĕн ĕçне район пуçлăхĕ Юрий Иванов  хутшăнчĕ. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ ларăва пирĕн район территорийĕнче ирттернĕшĕн тав турĕ. Çакă районти вĕрентÿ ĕçченĕсене малашне татах та тăрăшарах ĕçлеме хистенине палăртрĕ, пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ.

Çакна палăртмалла: лару пуçланиччен пурте Калайкасси шкулĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Кунта ачасемпе паянхи кун ыйтнă пек вĕрентсе воспитани пама пур условисем пуррине те палăртрĕç. Шкул пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе шкул директорĕ Л.И. Мочалов тата попечительсен канаапр Н.Г. Ванеркин паллаштарчĕç.

Тĕл пулнă самантпа усă курса, лару хыççăн эпĕ Правительство пуçлăхĕпе Сергей Гапликовпа калаçрăм. 2005 çул вĕçленсе пынă май пирĕн район ĕç-хĕлне вăл мĕнле хакланине пĕлес килчĕ. Сергей Анатольевичăн çапла хуравларĕ:

- Чăваш Республикинче вĕрентÿ ĕçне çĕнетессипе ĕçлекен координаци канашне ахальтен ирттермерĕ Муркаш районĕнче. РФ Президенчĕ В. Путин сĕннĕ наци программисемпе  кунта тăрăшса  ĕçлеççĕ. Сирĕн районти вырăнти самоуправлени  органĕсем тĕрĕс çул суйласа илнине  вара район халăхĕ иртнĕ суйлавра хăех çирĕплетсе пачĕ. Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов района малалла аталантарассишĕн ывăна пĕлми тимлет. Ку тĕлĕшпе унра иксĕлми хастарлăх тапса тăрать. Çавăнпа та Муркаш районĕ малашне татах та пысăк утăмсем тăвас пирки  эпĕ иккĕленместĕп.

Лару хыççăн Правительство пуçлăхĕ Сергей Гапликов район пуçлăхĕпе Юрий Ивановпа пĕрле Муркашри чăх-чĕп фабрикинче  пулса курчĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика