Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетсем çук

30 декабря 2005 г.

 

2005 çул вĕçленсе пырать. Кĕçех Çĕнĕ çула кĕретпĕр. 2006 çулта пирĕн республикăра çăмăллăхсемпе усă куракан категорисем валли социаллă пĕрлехи çул çÿрев билечĕ ĕçе кĕрет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ун пирки к1çалхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче «Чăваш Республикин территорийĕнче социаллă пĕрлехи çул çÿрев билетне пурнăçа кĕртесси çинчен» 266 № ятарлă постановлени йышăннă. Пирĕн районта çак ĕç хальхи вăхăтра мĕнле пырать; Кун пирки паян хаçат вулакансене район администрацийĕн социаллă политика управленийĕн ертÿçи Н.П. Петрова паллаштарать.

- Нина Пантелеевна, районта пĕрлехи ÿул çÿрев билетне сутма пуçланă-и?

- Çăмăллăхсемпе усă куракан категорисене çул çÿрев билетне декабрĕн 15-мĕшĕнче сутма тытăнасси пирки район хаçатĕнче пĕлтернĕччĕ. Ку ĕç пирĕн районта та вăхăтрах пуçланчĕ. Ăна илмелли йĕрке пирки эпир «Çĕнтерÿ ялавĕн» 97-мĕш номерĕнче (ноябрĕн 23-мĕшĕ) пĕлтернĕччĕ. Çав билетсене сутма районти кашни ял администрацийĕнче ятарлă пунктсем йĕркеленĕ. Вĕсен адресĕсене район хаçачĕн 100-мĕш номерĕнче (декабрĕн 3-мĕшĕ) 2-мĕш страницăра пичетленĕ.

- Хальлĕхе социаллă билетсене нумай сутнă-и?

- Декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне районта пĕтĕмпе  пĕрлехи çул çÿрев билетне 308 çынна сутнă. Ăна пур çĕрте те пĕр чăрмавсăрах туянма пулать. Черетсем çук. Юлашкинчен çакна аса илтеретĕп. Социаллă пĕрлехи çул çÿрев билетне илме кашнин çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк паракан документ тата паспорт илсе пымалла. Январь уйăхне валли çак билетсене 2006 çулхи январĕн 5-мĕшĕччен сутаççĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика