Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулаççĕ, анчах сахалрах

30 декабря 2005 г.

 

Çĕнĕ çул çывхарса килет, çавна май ăна кашни çемьере тенĕ пекех унăн капăр хăнипе – ем-ешĕл чăрăшпа – кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Çынсем ăна, йăлана кĕнĕ тăрăх, пасарсенче туянаççĕ. Кăçал ку тĕлĕшпе лару-тăру епле пулĕ; Çак ыйту çине район администрацийĕн çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалистне Г.Г. Симакова чĕнтĕмĕр:

- Лару-тăру кайрантарах епле пулассине хальлĕхе татăклăн калама йывăр. Анчах, малтанлăха пĕлнĕ тăрăх, пасарсенче чăрăш сутакансем сахалрах пулаççĕ. Малиновка лесничестви вĕсене сутатех, сутлăх чăрăшсене касса хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ.

«Чувашсельлес» РГУн «Моргаушский сельский лесхоз» филиалĕ пасарсене чăрăшсем сутма илсе тухмасть, касмалли хунавсем çук. Ильинка лесничестви те Çĕнĕ çул «пикине» сутма илсе тухасси хальлĕхе иккĕленÿллĕ.

Тен, пире кÿршĕллĕ Мари Эл республикинчи вăрманçăсем пулăшма пултарĕç.

Чăрăш хакĕ мĕнле пуласси йывăç çÿллĕшĕпе пахалăхĕнчен килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика