Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тунине халăх манмасть

30 декабря 2005 г.

 

Ильинка-Шашкар тăрăхĕнче пурăнакансем хула çывăхĕнче мар пулин те пурнăçран юлма шутламаççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.И. Кожанов (8-мĕш Тренккă округĕпе суйланнă) нумай пулăшать.

Валерий Иванович предприниматель кунта çуралса ÿснĕ май хăйĕн тăван вырăнĕсен чăн-чăн патриочĕ пулса тăрать. Вăл вăй çитнĕ таран вырăнти учрежденисене пулăшать, тĕрлĕрен артистсене илсе килсе ял халăхне концертсемпе савăнтарать.

Акă, иртнĕ эрне кун В.И. Кожанов Шашкар ял администрацийĕнчи Вăрманкассинчи Культура çуртĕнче вырăнти халăхпа тĕл пулу ирттерчĕ. Вăрманкасси, Ойкас, Шерĕк, Мемеккасси, Хыркасси, Мăн Шашкар ялĕсенчен йышлн пухăнчĕç унта çынсем. Вĕсене пурне те çĕнĕ 2006 çулта «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» Саккун вăя кĕрсен вырăнти пурнăç мĕнле пуласси, ял поселенийĕсен тивĕçĕсем кăсăклантараççĕ. Валерий Иванович суйлавçăсен нумай ыйтăвĕсене хуравларĕ, тухса тăнă ыйтусене депутатсен районти  Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче çĕклесси çинчен пĕлтерчĕ.

Тĕл пулу хыççăн Муркашри «Расна» ансамбль хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, куракансене вĕсен ташшисем уйрăмах кăмăла кайрĕç.

В.И. Кожанов вара Вăрманкассинчи тĕп шкул çумĕнче уçăлнă «Пчелка» ача садикне çÿрекен пепкесем валли тĕрлĕрен теттесем парнелерĕ.

Суйлавçăсем депутат хăйсене манманшăн Валерий Ивановича чĕререн тав тăваççĕ, çак ĕçре, çав шутрах пурнăçра та ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика