Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Общественноç хак пачĕ

30 декабря 2005 г.

 

Иртнĕ шăмат кун РФ тата ЧР Президенчĕсен, район пуçлăхĕн гранчĕсене районти 20 шкул тата 16 вĕрентекенĕн ĕçне общественноç енчен хак пани  пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта общественноçа çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Çав кун физика, информатика, пуçламăш классенчи акăлчан чĕлхипе  уçă уроксем пулса иртрĕç. 2 класра вĕренекен ачасем ют чĕлхепе хăйсем, ашшĕ-амăшĕсем çинчен ăнланмалла каласа пани тĕлĕнтерчĕ пурне те.

Кулинари çимĕçĕсене астивнĕ чух аслă классенче вĕренекенсем шкул историйĕпе вырăсла, нимĕçле, акăлчанла паллаштарчĕç. Унтан «Муркаш шкулĕ вĕрентÿ ĕçне çĕнетес çул çинче» темăпа çавра сĕтел хушшинче калаçу пулчĕ. Муркаш шкулĕн ачасен вĕренĕнĕвн шайĕ те мухтанмалăх пур. Районти, республика, Раççей шайĕнчи конкурссен çĕнтерÿçисем 131 çитрĕç. Ку районти чи лайăх кăтартусенчен пĕри.

Общественноç Муркаш шкулĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Обществăлла экспертизăпа хутшăнакансем вĕрентÿ пÿлĕмĕсемпе çĕнĕ кĕнекесен хуравĕсемпе, спорт зал ĕçĕпе, кружока çÿрекенсен ĕçĕсемпе паллашрĕç, шкул тирĕнче те пулса курчĕç. Шкул презентацийĕ те пурне те килĕшрĕ. Çав кунах вырăс чĕлхин эрнин пĕтĕмлетĕвĕсене литературăпа музыка чĕлхипе турĕç.

Йÿçкассинче вĕрентÿпе культура комплексне те çав кун общественноç енчен 25 çын пычĕ. Йÿçкасси ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ хыççăн пурте шкула çул тытрĕç. Кунта 9 класра гуманитари тата естествăлла наука  предмечĕсемпе, 10 класра 3 енпе ĕçлени пурин кăмăлне те кайрĕ. Шкул вĕрентÿ ĕçпе çĕнетессинче чылай программăпа ĕçлет. Районти олимпиадăсенче 10 ача 1, 6 ача 2, пĕр ача 3 вырăн йышăннă пĕлтĕр.

Шкула пуçтарăннисем шкул презентацийĕпе, ачасен пултарулăхĕпе паллашрĕç.

«Шкул паян тата ыран. Шкул, ашшĕ-амăшĕсем тата социум пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлесси» ятпа çавра сĕтел хушшинче калаçу пулчĕ. Унта «Ударник» хуçалăх ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.П. Давыдов ял хуçалăхĕнчи чи çивĕч ыйтăва – кадрсем çитменни пирки хускатрĕ. Хăй енчен çак проблемăна татса памалли çула сĕнчĕ: хуçалăх урлă çамрăксене ял хуçалăх академине вĕренме яма,  хуçалăх тĕлĕшĕнчен уйăхсерен 1 пиншер тенкĕ стипенди тÿлеме, хăйсен енчен тÿлесе студента общежитие вырнаçтарма та хирĕç марри пирки каларĕ. Çапла майпа хуçалăх валли вырăнти çамрăксенчен пысăк квалификациллĕ специалистсем вĕрентсе кăларсан, кадрсен ыйтăвне татса пама пулĕ. Платон Павлович ку ыйтупа каярахпа 11-мĕшсемпе уйрăммăн калаçса пăхма шантарчĕ.

Çакна палăртмалла, «Ударник» хуçалăх шкула май килнĕ таран яланах пулăшать. Пĕлтĕр, акă, хуçалăх пулăшнипех шкул çивиттине юсарĕç. Обществăлла экспертиза кунĕнче вара вĕрентÿ ĕçне общественноç енчен хаклассипе малалла та ĕçлемеллине палăртса хăварчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика