Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте медальсемпе

29 декабря 2005 г.

 

Декабрĕн 7-12-мĕшĕсенче Челябинск облаçĕнчи Магнитогорск хулинче Афганистан тата Чечня вăрçинче пуçĕсене хунă воинсене  асăнса Пĕтĕм Раççейри боксерсен турнирĕ иртнĕ. Пирĕн республика чысне унта районти вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем, хальхи вăхăтра хăйсен ăсталăхне Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче туптакан сергей Черкашин, Андрей Тимофеев тата Александр Никитин хÿтĕленĕ. С. Черкашин 51 килограмлă, А. Тимофеев 54 килограмлă виçе категорийĕсенче турнир çĕнтерÿçисем пулса тăнă, А. Никитин вара бронза медале тивĕçнĕ. Çамрăк боксерсене хатĕрлес ĕçри тăрăшулăхпа пултарулăхшăн С.В. Черкашин тренер-преподавателе те ятарлă медальпе тата хаклă парнепе чысланă.

Тепĕр виçĕ тур юлнă

Мини-футбол енĕпе республикăрамала тухассишĕн 22 команда хушшинче ирттерекен турнир малалла пырать. Çичĕ тур хыççăн «Муркаш» футбол клубĕ 10 очко пухнă, 4-5-мĕш вырăнсене йышăнать. Команда 3 вăййа выляса илнĕ, 3 вăййа выляса янă, пĕр вăййа никам та çĕнтерейменнипевĕçленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика