Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрохолдинг – паянхи кун ыйтăвĕ

29 декабря 2005 г.

 

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен хисеплĕ ертÿçисем, специалисчĕсемпе ĕçченĕсем! Ăнлантăр ĕнтĕ, алă усса ларнипе паян ыранхи куна пăхма çук. Çакна пĕлсе тăрса тата «Муркашагропромхими» уçă акционерлă обществăн контроллĕ пакет хуçисем пулнăран сирĕн патăра «Муркашагропромхимипе» пĕрлешсе район территорийĕче ял хуçалăхне çĕнĕ условисенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн наци проектне тĕпе хурса аталантарма пĕр пысăк агрохолдинг йĕркелеме сĕнÿпе тухатпăр.

Пĕччен хулă хуçăлать. Çакна пурте пĕлетпĕр. Пысăк активлă тата çаврăнăшлă агрохолдинг йĕркелесен пире пусăмăра та çĕнĕ технологисене пăхăнса ĕçлекен ял хуçалăх техники тата ăратлă выльăхсем туянса экономикăна малалла аталантарма çул уçăлать.

«Муркашагропромхими» общество хăватлă техникăпа тата кадрсен потенциалĕпе пуян, кунта 30 çулхи аталанура çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе пуян опыт пухнă. Эпир çак пĕлÿпе вăй-хала, ĕçченлĕхе пĕрле туллин усă курса районти ял хуçалăхне тепĕр шая çĕклесе Муркаш Енпе Чăваш Республикин аталанăвне пысăк тÿпе хывас шутлă. Эсир те, эпир те пĕлетпĕр, паян конкуренцие тÿсĕмлĕ продукци кăларасси çĕнĕ техникăпа тата технологисемпе ĕçлемесĕр пулмасть. Кăна валли специализациленнĕ пысăк предприятисем кирлине пурнăç ыйтать.

ЧР Президенчĕ Н. Федоров «пысăк ĕçсем тĕплĕ шухăш ыйтаççĕ» тет. Çак тĕрĕс сăмахсем паян кашнин умĕнче тăраççĕ. Шухăшсем пуррине кура ĕçе кÿлĕнме вăхăт.

Пирĕн çырупа-сĕнÿпе килĕшекенсене хамăрпа çыхăнма ыйтатпăр, хумхантаракан ыйтусемпе «Муркашагропромхими» кантурĕнче кĕтетпĕр. Сăмахăмăра вĕçлесе пурне те çывхаракан Çĕнĕ çулпа, Христос çуралнă кунпа саламлатпăр.  Пурсăра та çемьере, ĕçре ырлăх-сывлăх, малтуртăмлă шухăш-ĕмĕт сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика