Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи çул çÿрев билетне сутма пуçлаççĕ

21 декабря 2005 г.

Пурнăç кашни кун çĕнелсе, улшăнса пырать. 2006 çултан пуçласа çăмăллăхсемпе усă куракан категорисем валли социаллă пĕрлехи çул çÿрев билечĕ ĕçе кĕрет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çакна валли 2005 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче «Чăваш Республикин  территорийĕнче социаллă  пĕрлехи çул çÿрев билетне пурнăçа кĕртесси çинчен» 266 № ятарлă постановлени йышăннă. Унăн тĕллевĕ – пурте усă куракан транспорт пулăшăвĕпе (унăн пур тĕсĕпе те) граждансен хăш-пĕр категорийĕсене тивĕçтересси, вĕсене Раççей Федерацийĕ тата Чăваш Республики пăхнă социаллă пулăшусене парасси. Ăна илмелли йĕрке пирки эпир хаçатăн 97-мĕш номерĕнче пĕлтернĕччĕ.

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче çак ыйтупа социаллă хÿтлĕх управленийĕ лару ирттерчĕ. Унта район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне республикăри «АвтоВАЗ» ертÿçин çумĕ А.А. Тузов, кашни ял администрацийĕнчи социаллă пĕрлехи çул çÿрев билетне  сутассипе яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Ларура А.А. Тузов  çак билета сутакан кашни çынна ятарлă  договор турĕ. Унта вĕсен ĕçĕн яваплăхĕ, тÿлевĕ т. ыт. ыйтусене  те уççăн палăртнă. Социаллă пĕрлехи çул çÿрев билечĕсене хăш ял администрацийĕнче ăçта туянмаллине хаçатăн иккĕмĕш страницинче вулăр. Билетсене декабрĕн 15-мĕшĕнче сутма пуçлаççĕ. Çакна аса илтеретпĕр. Социаллă пĕрлехи çул çÿрев билетне илме кашнин çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк паракан документ тата паспорт илсе пымалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика