Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăна тепĕр проект сĕнеççĕ

12 декабря 2005 г.

Раççей равительстви Чăваш Ен территорийĕнче бюджет сферинче миçе çын пулнине кура нормăпа укçа уйăрасси çине куçмалли пилотлă проекта пурнăçа кĕртме сĕнет. Çакăн пирки  Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата федераци влаçĕн территори органĕсен ертÿçисем валли тунти кунсерен ирттерекен йăлана кĕнĕ планеркăра пĕлтернĕ.

Ку темăпа шăмат кун Николай Федоров телефонпа Раççейĕн экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕпе Герман Грефпа калаçнă. «Пирĕн çак сферăра пуçару опычĕ пур ĕнтĕ. Анчах ку тĕслĕхре калаçу пĕтĕм Чăваш Ен  сăнав лаптăкĕ пулса тăрасси тавра пырать», - тенĕ Николай Федоров. Республика ертÿçи темиçе министра çак ыйтупа хатĕрленÿ ĕçĕ ирттерме, сĕнÿсем палăртма хушнă. Çав шутра Чăваш Енĕн вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тытăмне туллин информатизациленине те тĕпе хумалла. Çавăнпа пĕрлех ку проекта укçа-тенке пĕрле уйăрмалли принципсем çине таянса пурнăçлассине асра тытмалла. «Ĕçĕ Пысăк пĕлтерĕшлĕ тата кăткăс. Анчах федераци ертÿçисем пире шанаççĕ. Пирĕн истори шайĕнчи шанчăк пур, пире питĕ пысăк яваплăх тивет», - палăртнă Николай Федоров.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика