Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсене укçан панă пирки

12 декабря 2005 г.

Çĕнĕлĕх яланах çĕнĕ ыйтусем çуратать. 2006 çултан пуçласа, акă, республика шайĕнче çăмăллăхсемпе усă куракансен те вĕсене укçан илме тытăнаççĕ. Аса илтеретпĕр: республика шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансен шутне тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, политика репрессине пула инкек тÿснисем тата реабилитациленнисем кĕреççĕ.

2006 çултан çав çăмăллăхсене укçан илес тесен, вĕсен вырăнти ял администрацине е район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленине 106 пÿлĕме пырса заявлени çырса памалла. Харăсах темиçе категорине кĕрекенсен çăмăллăхĕсене тивĕçнисем çав заявленире хăш категорине тивĕçекенсене укçана паракан тÿлевне суйласа илессине те палăртаççĕ. Çумра вĕсен паспорт, çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк паракан документ пулмалла. Тĕплĕнрех кун пирки эсир 2-12-40, 2-12-69 телефонсемпе ыйтса пĕлме пултаратăр.

Халĕ вара хаçат вулакансен çак темăпа çуралнă ыйтăвĕсем çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ социаллă политика управленийĕн ертÿçи Н.П. Петрова хуравлать.

- Калăр-ха, тархасшăн, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ пулнă май, пĕр харăсах тыл ĕçченĕ пек уйăхсерен укçан паракан тÿлеве илсе тăма та, ĕç ветеранĕ пек пурăнмалли çурт-йĕршĕн, коммуналлă пулăшусемшĕн  çур хакне çеç тÿлемелли тата çыхăну пулăшăвĕсемшĕн тивĕçекен çăмăллăхсемпе усă курма пултарать-и;

- Çук. Енчен те гражданинăн республика шайĕнчен уйăхсерен паракан тÿлеве харăсах темиçе категорипе илме право пур пулсан, (калăпăр, вăл пĕр харăсах тыл ĕçченĕ те, ĕç ветеранĕ те) унăн хăйĕн ирĕкĕпе е тыл ĕçченĕ пулнă май тивĕçекен уйăхсерен паракан 400 тенкĕне суйласа илмелле, е ĕç ветеранне тивĕçекен уйăхсерен паракан 160 тенке тата çыхăну пулăшăвĕсемшĕн, çавăн пекех çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн паракан çăмăллăхсене пĕрле суйласа илмелле. Ку вăл – кашнин хăйĕн ирĕкĕ.

- Çул çÿремелли пĕрлехи социаллă билета кашнинех илмелле-ха;

- Çул çÿремелли пĕрдехи социаллă билета илмесен те пултаратăр. Федераллă тата республика шайĕсенчи çăмăллăхсемпе усă куракансенчен кашниех уйăхсерен паракан тÿлеве тивĕçет. Çав укçапа вăл хăй пĕлнĕ пек усă курма пултарать. Кăмăлĕ пулсан, 100 тенкипе çул çÿремелли пĕрлехи социаллă билета туянма пултарать. Енчен те гражданин час-час çула тухмасть пулсан, уйăхне çул çÿресе 100 тенкĕрен кая укçа-тенкĕ тăкаклать пулсан, паллах, ăна çак билета туянни вырăнсăр.

- Нина Пантелеевна тепĕр ыйту. Калăпăр, Раççей Хисеплĕ донорĕ çав хушăрах - ĕç ветеранĕ те. Çулталăкне Раççей хисеплĕ донорĕ илекен 6 пин тенкĕ компенсаципе  пĕрле вăл ĕç ветеранĕн уйăхсерен укçан паракан тÿлевне тивĕçет-и;

- Çапла. Раççей тата СССР Хисеплĕ донорĕсен, пĕр харăсах ĕç ветеранĕсем пулсан, ĕç ветеранĕсем тивĕçекен уйăхсерен паракан тÿлеве те илме право пур. Кунсăр пуçне вĕсене, ĕç ветеранĕ пулнă май, çыхăну пулăшăвĕсемшĕн  тивĕçекен компенсацие те тавăрса параççĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшсемшĕн те çур хакне çеç тÿлеççĕ.

- Тепĕр тĕслĕх. 2 ушкăн инваличĕ харăсах тыл ĕçченĕ те. Енчен те вăл федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен йышăнчех юлас тесен, социаллă политика управленине кайса заявлени çырса памаллах-и;

- Çук. Енчен те вăл малалла та 2006 çулта федераллă шайри çăмăллăхсемпех усă курма шутлать пулсан унăн заявлени çырмалла мар. Заявление федераллă шайри çăмăллăхсемпе усă курма пăрахса, регион шайĕнчи уйăхсерен паракан тÿлеве илсе тăма пуçлакансен çырмалла. Çавăн пекех республика шайĕнче харăсах икĕ категорипе е ытларах та çăмăллăхсене тивĕçекенсен те, тĕслĕхрен, ĕç ветеранĕ тата тыл ĕçченĕ пулсан, вĕсен хăш категори çăмăллăхĕсене суйласа илесси пирки заявлени çырса памалла.

      

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика