Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лизингпа - çĕнĕ техника

13 ноября 2005 г.

 

Çитес çул районти 4 хуçалăх лизингпа техника туянма шутлани çинчен «Чуваш-агролизинг» акционерла обществăна пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе 9 техника 7 млн та 600 пин тенкĕлĕх илме палăртнă.

«Герой» хуçалăх «Карпатец» погрузчик,  АКМ-4 агрегат тата «Дон»-15006 комбайн, «Лидер» агрофирма 2 «Беларусь» трактор тата «Дон» - 1500 Б комбайн туянаççĕ. Чкалов яч. хис. хуçалăх тата «Влада» хуçалăх пĕрер «Беларусь» трактор илеççĕ.

Хуçалăхсем 55 çулта

Ноябрь уйăхĕнче районти 4 хуçалăха йĕркеленĕренпе 55 çул çитет. «Герой», Ленин яч. хис., Суворов яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăхсем юбилейсене ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илме тăрăшаççĕ.

Кăçал районти 10 хуçалăх çавра датăсене уявлать.

Каçхи рейдсенче

«Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн»  акци виçинче шалти ĕçсен пайĕпе райадминистрацин вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт тата культура, информаци политикипе архив ĕçĕн пайĕсен представителĕсем каçхи рейд ирттернĕ.

Профилактика ушкăнĕ Атапайĕнчи, Тойкилтĕри, Москакассинчи, Орининти шкулсемпе клубсенче пулнă.

Каçхи рейдсем малалла пыраççĕ.

Халăхпа пĕрле

ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви инвалидсене общество пурнăçне анлăн явăçтарас тĕллевпе 2005 çулта «Çĕнтерÿ» преми çирĕплетрĕ.

Премие çак номинацисенче палăртаççĕ: поэзи, сăрăпа ÿкересси, илемлĕ ăсталăх.

Хунтăкассинчи В. Пагеев, Шаптакри Т. Васильева, Муркашри А. Пушкин илемлĕ япала тăвас тата сăвă çырас енĕпе хăйсене тĕрĕслесе пăхаççĕ. Вĕсене ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика