Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕç ветеранĕ» ята илмелли йĕркери çĕнĕлĕхсем

25 октября 2005 г.

 

  Хальхи вăхăтра районта «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисем пĕтĕмпе 5813 çын. Вĕсем «Ветерансем çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Шел пулин те, районти çĕршер çын вуншар çул хушши ырми-канми тăрăшса ĕçлени пулин те çак ята тивĕçеймен. Вĕсен пăшăрханăвне ăнланма пулать. Çут тĕнчере пурте пĕрре кăна пурăнатпăр-çке. Ял çыннин пурнăçĕ паян пĕрре те çăмăл мар, çавна пулах ĕнтĕ патшалăх паракан çăмăллăхсем никамшăн та ытлашши мар.

  Республикăри нумай çынсен кăмăлне шута илсе ĕнтĕ ЧР Президенчĕ кăçалхи августăн 4-мĕшĕнче ятарлă Указ йышăнчĕ. 2005 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче ЧР Министрсен  Кабинечĕ çав указа пурнăçласа «Ĕç ветеранĕ» ята тата ĕç ветеранĕн удостоверенине памалли йĕркепе условисене çирĕплетесси çинчен» 226№ постановлени йышăннă.
Район хаçачĕн обществăлла политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертÿçипе Н.П. Петровапа  тĕл пулнă, «Ĕç ветеранĕ» ята илмелли йĕркепе тата условисемпе паллаштарма ыйтнă.

-Нина Пантелеевна, малашне «Ĕç ветеранĕ» ята камсем илме пултараççĕ;

-ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн, «Ĕç ветеранĕ» ята Чăваш Республикинче ялан е ытларах вăхăта пурăнакан çынсене параççĕ. Вĕсен «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунăн 7 статйин 1 пункчĕн 2 подпункчĕпе килĕшÿллĕн ĕç ветеранĕсем пулмалла тата «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» саккунпа пенси çине тухмалла. Ытти сăлтавсемпе пенси илсе тăракансене вара çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн «Ĕç ветеранĕ» ята вĕсен тивĕçлĕ канăва тухма (ватлăхпа паракан пенси илме) вăхăт çитсен параççĕ.

-»Ĕç ветеранĕ» ята илес текенсен мĕнле документсем тăратмалла;

-ЧР Министрсен Кабинечĕ палăртнă йĕркери положенипе килĕшÿллĕн, вĕсен заявленипе пĕрле «Ĕç ветеранĕ» ята илме май паракан документсем тата 3х4 сантиметр виçеллĕ пĕр сăн ÿкерчĕк районти социаллă хÿтлĕх управленийĕн пайне тăратмалла.

Енчен те çакăн пек çынсен СССР е Раççей Федерацийĕн орденĕсемпе медалĕсем пур, е çак шайри хисеплĕ ятсене илнĕ, е вĕсене ĕçре палăрнăшăн ведомство паллисемпе чысланă пулсан, ватлăхпа пенси илме е нумай çул ĕçленĕшĕн пенси илме кирлĕ чухлĕ стаж пулсан, вĕсен «Ĕç ветеранĕ» ята илме çак документсене тăратмалла:

-СССР е РФ орденĕсемпе медалĕсене илнине çирĕплетекен удостоверенисене, орден кĕнекисене, федераллă органсен Хисеп грамотисене*

-пенси çине тухма кирлĕ чухлĕ ĕç стажĕ пуррине çирĕплетекен документсене (ĕç кĕнеки, справкăсем).

-Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче çул çитмесĕрех ĕçлеме пуçланисен ку тĕлĕшпе мĕнле документсем кирлĕ;

-Вĕсен «Ĕç ветеранĕ» ята илме çакăн пек документсем тăратмалла:

-1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕчченхи тапхăрта ĕçленине çирĕплетекен документсем (кунта тăшман вăхăтлăх оккупациленĕ районта ĕçленĕ тапхăр шута кĕмест)*

-ĕç стажĕ çинчен (арçынсен 40 çултан, хĕрарăмсен 35 çултан кая мар пулмалла) çирĕплетекен документсем (ĕç кĕнеки, архив даннăйĕсем тăрăх патшалăх влаçĕн органĕсем е уполномоченнăй организацисем панă справкăсем).

«Ĕç ветеранĕ» ята илме тăратнă документсене çынсенчен район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн пайĕн ятарласа çирĕплетнĕ ĕçченĕ йышăнать, вĕсене ятарлă ведомость çине регистрацилесе пыраççĕ.

 Енчен те пĕр-пĕр çын «Ĕç ветеранĕ» ята илме награда пани çинчен темиçе документ тăратать пулсан, вĕсенчен пĕринне копине туса юлаççĕ, ытти наградăсем пирки вара заявлени çинче кăтартма пулать.

-Малалла вара вăл документсемпе епле ĕçлеççĕ;

-Заявленисемпе «Ĕç ветеранĕ» ята илме май панине çирĕплетекен документсене, вĕсене шута илнине кăтартакан ведомоçсен копийĕсемпе пĕрле 10 кун хушшинче ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствине  ярса параççĕ. Унта вара йышăннă мĕн пур материалсене тишкерсе ЧР Министрсен Кабинетне тăратма решени проектне хатĕрлеççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ мĕн пур документсем министерствăна çитнĕ хыççăн 20 кун хушшинче «Ĕç ветеранĕ» ята парасси çинчен йышăну кăларать.

«Ĕç ветеранĕ» ята илме тăратнă документсене мĕншĕн йышăнманни пирки, унăн сăлтавĕсене палăртса, министерствăна вĕсене илнĕ хыççăн 20 кун хушшинче çав çынна пĕлтереççĕ.

Мĕн пур документсем (заявленисемпе кописем) çирĕп йĕркепе социаллă хÿтлĕх управленийĕнче упранаççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе министерство социаллă хÿтлĕх управленине удостоверени бланкисене ярса парать, унта вара вĕсене çав çынсене палăртнă йĕркепе çырса параççĕ. Ун хыççăн «Ĕç ветеранĕ» ята илнисем тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе усă курма пуçлаççĕ.

-Тавтапуç, Нина Пантелеевна, каласа ăнлантарнăшăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика