07 октября 2005 г.
Раççей Федерацийĕн Правительствин тата Мускав хулин хушăвĕпе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче Раççейĕн тĕп хулинче Раççей агропромышленноç эрне иртет, вăл ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕн уявĕпе тĕл килет. Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче «Ылтăн кĕркунне» курав йĕркелеççĕ. Çак эрнере курав центрĕн территорийĕнче тата Мускав районĕсенче ял хуçалăх продукцийĕсемпе халăх промыслисен суту-илÿ ярмăрккине ирттерме палăртнă.
Чăваш Республики курав-ярмăрккана хастар хутшăнакансенчен пĕри шутланать. 30 автомашинăран тăракан колонна Мускава юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче çитет, тăватă кунра Мускав çыннисемпе тĕп хула хăнисем чăвашсен ял хуçалăх таварĕсене: çĕр улми, кишĕр, сухан, хĕрлĕ кăшман, пан улми, пыл, аш-какай, кăлпасси тата кондитер изделийĕсене туянма пултараççĕ. Чăваш Енпе Пĕтĕм Раççейри курав центрĕн стенчĕсем те паллаштарĕç.
Районтан Мускава 6 автотранспортпа тухса кайма уйрăм предпринимательсемпе фермерсем хатĕр. Чару çук, вĕсен йышне ыттисем те хутшăнма пултараççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"