Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе çамрăксен пĕрлешĕвĕсене пулăшас ыйтупа

07 октября 2005 г.

 

Юн кун ачасен тата çамрăксен пĕрлешĕвĕсен районти конференцийĕ пулчĕ. «Ачасемпе çамрăксен пĕрлешĕвĕсене пулăшасси  тата аталантарасси çинчен» - акă, мĕнле ятпа иртрĕ вăл. Чи малтанах пуçтарăннисем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç. Пурĕ 5 секци ĕçлерĕ. Кашнин урăх тема пулчĕ. 1-мĕш секцире «Ачасене, çул çитмен çамрăксене тата çамрăксене активлă социаллă пурнăçа явăçтарасси» темăпа калаçрĕç. Тепĕр секцире вара «Алла парар-ха пĕр-пĕрне» ятпа хутшăнусен вăййисене ирттерчĕç. 3-мĕш секцире те интереслĕ пулчĕ калаçу. Кунта ăс-тăна йĕркелес темăпа тренинг пулчĕ. Çавăн пекех секцисенче ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарассипе, ачасен пуçарулăхĕпе общество интересне май усă курмалли пирки те калаçрĕç.

Ун хыççăн вара конференцин пленарлă пайĕ пуçланчĕ. Конференцие пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова саламларĕ. Район, çĕршыв пуласлăхĕ шăпах çамрăксенче иккенне палăртрĕ лайăх вĕренме, творчествăлла аталанма  ăнăçусем сунчĕ.

Конференцире вĕренекенсен иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи 4-мĕш тата çуллахи каникулти 5-мĕш ĕç чĕрĕкне пĕтĕмлетрĕç. Ку тĕлĕшпе чи пултаруллă 25 ача район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем Тав çырăвĕсене тивĕçрç. Пултаруллă аслă вожатăйсене тав çырăвĕсене, педагогсене район администрацийĕн тата вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн Хисеп грамотисене пачĕç.

Конференцие хутшăнакансем резолюци йышăнса хăварчĕç. Унта вĕсем ачасемпе çамрăксен пĕрлешĕвĕсене пулăшмалли тата аталантармалли программа районти ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлемелли тĕп никĕс пулса тăнине палăртрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика