06 октября 2005 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ. Çав ятпа ĕнер Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнче Перекет банкĕн уйрăмĕ урлă пенси илсе тăракан «Пенсионный Сбербанка России» тата «Пенсионный плюс Сбербанка России» вклад хуçисем хушшинче выляв тиражне ирттерчĕç. Чи малтанах Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн управляющийĕ Х.М. Тимофеева пурне те çывхарса килекен Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Вкладчиксене хăйсемпе çыхăну тытнăшăн тав турĕ. Выляв ирттермелли тираж фончĕ 25 пин тенкĕ пулнине палăртрĕ.
Асăннă вылявра 20 вкладчик 200-шер, 20 вкладчик 300-шер, 20 вкладчик 500-шер, 5 вкладчик 1000-шер тенкĕ выляса парнене тивĕçрĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"