06 октября 2005 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Г. Никитин йышăнăвĕпе кăçал Тыр-пул уявне октябрĕн 14-мĕшĕнче ирттереççĕ.
Уява хатĕрленсе ирттерме комисси йĕркеленĕ, ăна ял хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев ертсе пырать.
Тунти кун унăн пĕрремĕш ларăвĕ пулнă. Уяв программи пуян: кунта ĕçре маттуррисене чыслаççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем туса илнĕ апат-çимĕçе сутаççĕ, юрă-кĕвĕ, спорт ăмăртăвĕсем те пулаççĕ.
Ял ĕçченĕсен уйри ĕçсене вĕçленĕ май Тыр-пул уявне хатĕрленмелли çеç юлать. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"