Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртнă вырăн пултăр

06 октября 2005 г.

Хамăр пурнăç мĕнле пуласси ытларах чух хамăртанах килет. Мăн Сĕнтĕр ял администрацине кĕрекен Шупуçĕнче пурăнакансем çакна иртнĕ шăмат кун тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Çак кун кунта малтан пуçламăш шкул пулнă çурта реконструкци тунă хыççăн ялти клуб уçăлчĕ. Çавна май кунта ял уявĕ иртрĕ. Ара, сăлтавĕ те çук мар: хăйсен пуçарулăхĕпе вăйĕпе турĕç-çке çак ĕçсене. 1904 çулхи йывăç çуртăн никĕсĕ çирĕп, йĕркеллĕ тытса усрасан тепĕр 100 çул ним мар ларать.

Çак шухăшпа çивиттине юсарĕç, икĕ класс хушшинчи стенана пăсса, зал турĕç. Унсăр пуçне халь кунта библиотека та, артистсем валли хатĕрленÿ пÿлĕмĕ те пур. Шалтан çав тери хăтлă та илемлĕ. Электропроводкăна та йăлтах улăштарнă.

Укçи-тенкине ăçтан тупнă, тетĕр-и; Уйрăм пуçаруллă çын 91 пин тенкĕ хăйĕнне хыврĕ çак ĕçе. Строительсене та çак укçаранах тÿленĕ. 5 бригада вăй хунă кунта. Чÿрече каррипе чаршава 3 пин тенкĕлĕх Г.М. Мазикова предприниматель парса пулăшрĕ. Субботниксенчен ачасем те, çитĕннисем те юлман. Ара ачасем сахаллине пула хупăннă шкул çурчĕ пушă ларса юхăнма пултарать вĕт. Капла миçе çамрăк çак клубра паллашма, тĕл пулма, çĕнĕ çемье çаăрма тĕв тăваççĕ.

Йĕри-тавра çак кун чи малтанах чăрăшсем лартса тухрĕç. Савăнмалли  çак кун татах пулчĕ. Шупуçсен: виçĕ урама çут çанталăк газĕ пырса çитрĕ. Хаваслă лару-тăрура хĕрлĕ хăйăва касса клуба уçнă хыççăн залра халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ: ватти-вĕтти – пурте пур.

Çĕнĕ пÿрт ĕçкине парнесĕр кам кайтăр; Район администрацийĕн парни – музыка центрĕ пулчĕ.

- Çамрăксем тĕл пулса юрлаччăр-ташлачăр, ваттисем пуçтарăнса, сăмахласа чăлха-нуски çыхчăр, пĕр-пĕринпе калаçса, уявсене пĕрле ирттерсе чуна уçмалли вырăн пултăр çак клуб, – терĕ район администрацийĕн культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева, Шупуçсене çак паллă кунпа саламласа.

Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн территорийĕнче вырнаçнă предприятисемпе организацисен ертÿçисем те пурте парне парса саламларĕç: шашка-шахмачĕ те, футбол мечĕкĕ те, телефон та, кĕнекесем те – йăлтах кирлĕ ялти клубра. Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕ çумĕнчи «Янаш» халăх юрăпа ташă ансамблĕ вара юрласа залри сас янравлăхне те, ташласа сцена çирĕплĕхне тĕрĕслерĕ. Хуçăлмарĕ урай кашти. Апла пулсан, çамрăк çемьесене те сахал мар чăмăртанма пулăшĕ-ха ку клуб. Ваттисем те яшлăхне аса илме пуçтарăнсах тăччăр.

Л. Павлова.

Сăн ÿкерчĕксенче: чăрăшсем çитĕнсе илем кÿрĕç клуба* паянхи пек ял халăхшĕн чун туртнă вырăн пултăр çак çурт* пĕрремĕш концерт пулчĕ ĕнтĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Хушса калани. Ĕнер вара Кашмашра моделлĕ библиотека уçăлчĕ. çакăн йышши библиотекăсем халĕ районта 7 пулчĕç. Катькасра та кăçал çакнашкал тĕслĕхлĕ библиотека уçăлмалла, халĕ хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ.

Кăçал культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем тăвассипе те чылай тимлерĕç. Шурчари, Кашмашри, Апчарти Культура çурчĕсенче çивитти юсарĕç. Шомикри, Сыпайри, Атапайĕнчи, районти Культура çурчĕсенче, ачасен искусство шкулĕнче, Якаткассинчи,Калайкассинчи клубсенче кулленхи юсав-хитрелетÿ ĕçĕсем туса ирттернĕ. Апчарти Культура çуртĕнче фойе юсарĕç, Мăн Хураçкара Культура çуртĕнче реконструкци ĕçĕсем пулчĕç. Мăн Сĕнтĕрти, Тренккăри Культура çурчĕсенче пулчĕç юсав ĕçĕсем. Яракра вара  строительство ĕçĕсем 3 çуллăха чарăнса ларнă хыççăн çĕнĕрен пуçланчĕç. Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрти моделлĕ* Катькаспа Кашмаш, Шомик библиотекисенче те юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Халĕ чÿречесемпе алăксене хĕле хатĕрлес ĕç пырать. Вăрманкассипе (Шашкар ял администрацийĕ) Мăн Токшикри Культура çурчĕсене çут çанталăк газĕ ярассипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Хытă топливăпа ăшăтмалли учрежденисем валли 141 тонна çĕр кăмрăкĕ кÿрсе килнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика