Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлтах – ялта пурăнакансемшĕн

06 октября 2005 г.

Юлашки çулсенче район сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ: хитреленчĕ, пуянланчĕ. Иртнĕ эрне çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Эрне кун районта 4 суту-илÿ обьекчĕ хута кайрĕ. Муркашсен çак çитĕнĕвĕпе пĕтĕм республика паллашрĕ: çак кун шăпах пирĕн районта республика шайĕнчи мероприяти  иртрĕ: «Потребкооперацин социаллă-экономика ĕçĕнчи эффективлăхне кадрсен потенциалне лайăхлатассине тĕпе хурса аталантарасси» темăпа наукăпа практика конференцийĕ пулчĕ. Çак кунах тата тепĕр ырă хыпар илтĕмĕр:  2 квартал тата çур çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Раççейри кооператорсен ăмăртăвĕнче Мăн Сĕнтĕр райповĕ 1, Муркаш райовĕ 2 вырăн йышăнчĕç. Эппин, чăннипех те паллаштармалли, кăтартмалли пурах пирĕн. Чи малтан пуçтарăннисем умĕнче Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Михайлович Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланаканĕ В.Г. Никитин, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн ертÿçи В.П. Мидуков тухса калаçрĕç. Унтан РФ ЦС Шупашкарти кооператив институчĕн ученăйĕсем докладсем турĕç.

Ун хыççăн вара конференцин практика пайĕ пуçланчĕ. Унтан РФ Центросоюз представителĕсем, Чăвашпотребсюз Канашĕпе правлени членĕсем, районсенчи райпо Канашĕн председателĕсем, ученăйсем Отарккăри çăкăр пекарнинче пулса курчĕç. Хăйсем тĕлĕннине пытараймарĕç.

Чăннипех те, 10 çул ĕçлемесĕр ларнă пекарня паян шалтан та тултан та чуна илĕртет. Оборудованине çеç Муркаш райповĕ 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх туяннă. Паян пекарня  2 сменăпа ĕçлет. Ĕмĕт вара – 3 сменăпа ĕçлесси. Хура çăкăр «Ротор-Агро-3» кăмакара 40 минутра, булка изделийĕсем 20 минутра пиçеççĕ.

- Магазина кĕрсен, «Мана Отарккă çăкăрне парăр», - тесе каламалла пултăрччĕ, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ В.Г. Никитин, кунти ĕçченсене  ырă суннă май.

Муркаш райповĕн Парк урамĕнчи «Парковăй» магазин та çак кун тавар туянакансене валли алăка пĕрремĕш хут уçрĕ. Тултан пысăках курăнман магазин шалта пысăк та хăтлă: ассортимент та пуян. 2 миллион та 300 пин тенкĕлĕх ларнă çак магазин çурчĕ: ку микрорайонта пурăнакансемшĕн парнех ĕнтĕ çакă. 500 пин тенкĕлĕх оборудовани кÿрсе килсе вырнаçтарнă унта. «Хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушское» строительство организацийĕ» хупă акционер обществи çак икĕ обьекта хута ярассишĕн чăннипех те хытă тимлени куçкĕретех.

Ку çеç-и; Мăн Сĕнтĕр райповĕн икĕ обьектне те вĕсен вăйĕпех туса хута янă. Ав, еплерех хитре те капмар Москакассинчи икĕ хутлă «100 вак-тĕвек» магазин. 4 миллион тенкĕ тăкаклама тиврĕ çак магазина туса хута яма. Унсăр пуçне  500 пин тенкĕлĕх оборудовани кÿрсе килнĕ. Хуларинчен паян нимпе те кая мар ку самообслуживани магазинĕ: ăшă, сивĕ шывĕ пур, канализаци ĕçлет. Ассоритмент вара - тепĕр хулари магазин ун пек  пуян мар. Уйрăмлăхĕ пур-ха: хаксем хулари магазинтисенчен самай йÿнĕрех. Магазинăн 1-мĕш хутĕнче апат-çимĕç, хуçалăхра кирлĕ япаласем туянма вара 2 хута улăхăр.

Хăнасемшĕн «Сундырь-хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра та çĕнни, тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Кунта та Отарккă магазинĕнче вырнаçтарнă кăмакана кÿрсе килнĕ: çут çанталăк газĕпе ĕçлекен «Ротор-Агро-3» çулталăк хушшинче Мăн Сĕнтĕрсене  52 пин тенкĕ перекетлеме май пачĕ. Çавăн пекех кунта напиток тултармалли пластик кĕленчесене те хăйсемех тăваççĕ.

Мăн Сĕнтĕрсем çак кун реконструкци хыççăн «Дружба» магазина çĕнĕрен уçрĕç. Сăра çеç кунта 120 тĕслĕ, печени – 40 тĕслĕ, кăлпасси мĕн тĕрлĕ çук пулĕ. Ку та самообслуживани магазинĕ.

Халь çеç асăннă «Дружбăпа» Москакасси магазинĕнче  4-шар видеоустановка вырнаçтарнă. Пĕтĕмпе вара кăçал  Мăн Сĕнтĕрсене юсав ĕçĕсем тума, магазинсем хута яма 7 миллион тенкĕ кирлĕ пулчĕ.

- Ялта пурăнакан çынсем хăйсем ялта çуралнăшăн, пурăннăшăн ан ÿкĕнччĕр. Çак шухăшпа тунă çав  магазинсене, - тесе палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.М. Павлов.

Чăннипех те, ку магазинсем хыççăн икĕ райпо магазинĕсенче тавар туянакансем те ÿкĕнес çук пулĕ хăйсем ял çыннисем пулнăшăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика