Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гриппран асăрханмалла

06 октября 2005 г.

Çуллен вуншар-пиншер çын гриппа чирлет. Çак чир сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратни пĕр япала. Çав хушăрах чирлĕ çынсем ĕçе тухаймаççĕ, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаймаççĕ. Çапла предприятисем сахал мар тăкак тÿсеççĕ.

Юлашки çулсенче гриппран асăрханма прививка тăвасси йăлана кĕрет. Иртнĕ çул чăх-чĕп фабрикинче кашни ĕçчене предприяти шучĕпе укол тунă. Кăçал çак тĕслĕхпе ыттисем те усă курасса шанас килет.

ЧР тĕп патшалăх санитари врачĕ Е. Работаев предприятисем, хуçалăхсемпе учрежденисем ячĕпе çырупа тухрĕ. Коллектив ĕçченĕсене гриппаран сыхланма привикăсем тума ыйтрĕ. Çакна паянхи ертÿçĕсем ăнланасса шанас килет.

Тепĕр хăрушлăх пирки те каласшăн. Чăхсене ерекен грипп çынсене те ерме пултарать. Çавăнпа кун пирки те манма юрамасть.

Г. Воробьева, «Роспотребнадзорăн» Çĕнĕ Шупашкарти территори уйрăмĕн тĕп специалисчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика