Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кандидатсем нумай, камшăн сасăламалла!

03 октября 2005 г.

 

Редакцие Юнкă ялĕнче пурăнакан В.И. Шутеева ĕç ветеранĕнчен çакăн пек çыру илчĕ:

"Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатра Муркаш районĕнчи депутатсен Пухăвне депутата суйлама тăратнă кандидатсемпе паллашрăм. Унта 22 № Юнкă суйлав округĕпе Х юлташа (чăн ятне кăтартмăпăр – редакци) кандидата тăратнине пĕлтĕм. Вăл Юнкăна ĕçлеме килнĕренпе хуçалăха пĕтĕмпе салатрĕ. Фермăсем те юхăнаççĕ.

Пĕр 15 çул маларах вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрас пулсан, тĕлĕнсе кайĕç.

Мĕн енчен вăл кандидат пулма тивĕçлĕ;! Тĕлĕнсе каятăп. Ăçта вăл тĕрĕслĕх!"

Хисеплĕ Венера Ивановна! Эпĕ сирĕнпе килĕшетĕп, влаçа тивĕçлĕрен те тивĕçлисене суйламалла. Пире çавăн пек право панă. Пирĕн суйламалла.

Юнкă суйлав округĕпе, акă, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, район депутатне суйлама 3 кандидат тăратнă. Апла суйламалăх пур. Виçĕ кандидат хушшинче тивĕçли тупăнатех пулĕ.

Тепĕр саманта та палăртас килет. Кандидатсем, депутата е пуçлăха суйланас текенсем, тÿперен анман. Вĕсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ. Апла пулсан кандидатсем хушшинче те тĕрлĕ çынсем пур.

Редакцие кĕрсе е телефонпа шăнкравласа калакансем сахал мар: «Ара, вăл урăлса пĕтеймест тата влаçа тапаланать...», «Вăл çынпа та калаçма пĕлмест, çăварĕнчен пĕр ырă сăмах тухмасть...», «Ун пек çын влаçра пулмалла мар, хăйĕншĕн çеç чакаланса çÿрет...».

Çапла, суйлавçăсем влаçра тивĕçлĕ çынсене курасшăн. Влаçа халăх умĕнчи ответлăха туякан çынсем ытларах килсен тем пекехчĕ. Ку вара, Венера Ивановна, пирĕнтен, суйлавçăсенчен килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика