Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене татса параççĕ

03 октября 2005 г.

 

Республикăра министерствăсемпе патшалăх службисен кунне ирттерни халăх шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлме, унăн вăл е ку ыйтăвĕсене татса пама пулăшма май парать. Çавна май юн кун пирĕн района Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин ертÿçи В.К. Тихонов, финанспа бюджет надзорĕн Федераллă службин Чăваш Республикинси территорири управленийĕн ертÿçин çумĕ И.В. Данилов, Президент администрацийĕнчен И.М. Рябцевпа Ю.С. Федоров килсе çитрĕç. Вĕсем район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç.

И.М. Рябцев ертсе пыракан ушкăн Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра пулчĕ. Чи малтанах кунти лару-тăрупа паллашрĕ.

Çакна палăртмалла. Асăннă хуçалăха çулталăк ытларах ĕнтĕ В.С. Андреев ертсе пырать. Çăмăлах мар пулин те, хуçалăх малаллах талпăнать. Кăтартăвĕсем те унăн малтанхинчен лайăхрах. Хуçалăх вырмана вĕçлерĕ. 3 кивĕ комбайнпах 766 гектар çинчи тыр-пула йĕркеллĕ пухса кĕртрĕç. Тухăçĕ те пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çĕр улми те кăларса пĕтернĕ. Сĕт сăвăмĕ районти вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулин те. Владимир Славич председателе ларнă чух кашни ĕнерен талăкра вăтамран 2 килограмм çурĕ Сĕт суса илнине  шута илсен, паянхи кулленхи сăвăм 6 килограмран иртни хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх пăхаканĕсем те тăрăшни çинчен калать. Сыснасен йышне çак хушăра 3 хут ÿстерчĕç: ÿтхушаслăх та хăпарнă. Выльăх апатне те фуражлăх тырăсăр пуçне çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Кĕскен каласан, хуçалăх малаллах талпăнать. Ертÿçи те, хуçалăх ĕçченĕсем те малаллах ăнтăлни уй-хир ĕçченĕсемпе тĕл пулса кăларнă чух та яр уççăн курăнчĕ.

- Ĕçлемелле, ĕçлесен пулать, - терĕç çĕртме сухи тăвакан çамрăк механизаторсем А.В. Яковлев, А.В. Сергеев тата Н.А. Петров.

Халĕх мал ĕмĕтпе пурăнни 1 бригада уйĕнче те палăрчĕ. Улăма пухса урана хыватчĕç вĕсем.

- Нумай вăхăтлăх кредит парсан, эпир ура çине тăма пултараттăмăр, - терĕ хуçалăх ертÿçи.

Хуçалăх ĕçченĕсем енчен ача пособийĕпе, вырăнти масар тулса кайнипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç.

Турай шкул коллективĕпе те тĕл пулчĕ асăннă ушкăн. Вĕрентекенсем шкул автобусĕсене тытса тăма хушма укçа-тенкĕ кирлине палăртрĕç, мĕншĕн тесег бензин хакĕ хăпарсах тăрать. Çулсем лайăхах маррипе вăл çĕмĕрĕлесси те пулать. Çавăн пекех ачасене шкул столовăйĕнче апат çиме малтанхи пекех бюджетран укçа уйăрни вырăнлине палăртрĕç. Кунта çакна каламалла. Республикăри ытти районсенче иртнĕ вĕренÿ çулĕнчен шкулта ачасене вĕри апат çитермебюджетран укçа уйăрма пăрахнă. Пирĕн районта ку çулпа пайларĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çак ыйтăва паян республика шайĕнчех татса памалла.

Кунта тата тепĕр ыйту пулчĕ. Çамрăк çемье çурт-йĕр çавăрма субсиди илме документсем хатĕрленĕ. Илме пулать-и ăна кăçал; Ку ыйтун хуравĕ вара çакăн пек. Кун пек çемьесем районта  пĕр 3-4 çемье. Район администрацийĕнче ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ документа хатĕрленĕ. Ăна прокурорпа килĕштернĕ хыççăн, ку ыйтăва çамрăк çемьесем майлă татса пама пулать, вĕсем кăçалхи мартăн 1-мĕшĕччен çак пулăшу кирлисен списокне  кĕмен пулсан та. Районта ку тĕлĕшпе черет çук, лимит вара пур: апла пулсан çулталăк вĕçĕччен ку ыйту йĕркеллех татăлать.

В.К. Тихонов ертсе пыракан ушкăн чи малтанах «Муркаш районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ. Унтан Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăх ĕçченĕсемпе, Тивĕш шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ. Ку тăрăхра пурăнакансене газ кĕртме тÿленĕ укçа-тенкĕ каялла тавăрас ыйту пăшăрхантарать, çавăн пекех хуçалăх панкрута тухасси мĕнпе вĕçленесси те. Хуçалăхăн шкул умĕнче те парăм пур иккен.

Тĕл пулусенче хускатнă ыйтусене каярахпа пĕтĕмлетрĕ икĕ ушкăн. Вĕсене хăшне район, хăшне республика шайĕнче татса памаллине палăртрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика