Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнтăлу пур, эппин, ăнăçусем пулаççех

03 октября 2005 г.

Тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсемпе çулленех пуян районти спорт ăмăртăвĕсен календарĕ, çав шутра хамăр тăрăхри мухтавлă ентешсене халалланисем те. Вĕсен калăпăшне-пĕлтерĕшне уйрăммăн асăнса тăмăпăр, анчах та виçĕ хутчен çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă, вĕсенче марафон дистанцине чупассипе ылтăн (Барселона) тата кĕмĕл (Атланта) медальсене çĕнсе илме пултарнă çав тери паллă ентеше Валентина Михайловна Егорована халалланă кĕркуннехи кросс çулленех çĕр-çĕр çамрăк атлета хăйĕн ытамне илет. Мухтавлă ентешĕмĕр çак ăмăртăва çулленех хăй килме тăрăшни те, унта хутшăнакансене ырă сăмах-сĕнÿсемпе хавхалантарни те, вăл е ку дистанцире мала тухакансене тивĕçлĕ парнесемпе хавхалантарни те, хăйĕнчен, унпа пĕрле килекен паллă спортсменсенчен автограф илме пĕр чару çукки те çамрăк спортсменсене ăмăртăва çулленех ытларах та ытларах туртать. Асăннă ăмăрту юлашки çулсенче республика пĕлтерюшлисен шайне кĕни те пире чыс кÿрет кăна.

Малтанхи кун ăмăр тăнă çанталăк сентябрĕн 17-мĕшĕнче иртенпех хĕвел пайăркисене йăл! Сапаласа кăмăл уçрĕ. Пуринне те: ăмăртăва хутшăнма килсе çитнĕ 60 командăри çăмăл атлетсенне чи малтанах, вăл шутра республикăри 18 районтан, çавăн пекех кÿршĕллĕ Мари Эл республикинчен килсе çитнисене. Паллах, ку ăнсăртран мар. В. Егорована чыслама килнĕ спортсменсемпе пĕрлех ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви кĕрхи кросс енĕпе мала тухассишĕн республика чемпионатне те ирттерчĕ. Çамрăк спортсменсемшĕн тĕслĕх илмелли, ăша хывмалли кунта вара чăннипех сахал мар пулчĕç. Ара, старта тухнă республика чемпионĕсем, Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ шайĕсенчи ăмăртусенче çĕнтернĕ е призерсем пулса тăнă паллă çăмăл атлетсенчен вĕренмелли пайтах вĕт. Пĕтĕмĕшле илсен, В. Егорова призĕсене çĕнсе илессишĕн пирĕн районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 15 шкул, тулли мар вăтам шкулсен 12, предприятисемпе организацисен 14 команда, çавăн пекех ытти районсенчен килсе çитнĕ 19 команда старта тухрĕç.

Спорт уявĕ тивĕçлĕ шайрине вăл пуçланас умĕн те, ун вăхăтĕнче те, хыççăн та пурте палăртсах каларĕç. Чи малтанах, В. Егоровапа пĕрле килсе çитнĕ сумлă хăнасем хăйсем кăна мĕне тăраççĕ: Чр Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин ертÿçи В.М. Краснов, тĕнче, Европа шайĕнчи ăмăртусенче, Олимп вăййисене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем тата призерсем пулса тăнă Ольга Егорова (вăрăм дистанцисене чупасси), Олимпиада Иванована Владимир Андреев (хăвăрт утасси) т. ыт. те.

Çак самантсене пурне те шута илсе тата хăй те чунтан савăннине палăртса, ăмăрту пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çапла каларĕ:

- Ентешсем, районтан тата ытти районсенчен килсе çитнĕ хаклă хăнасем. Валентина Михайловна Егорова чăннипех пирĕншĕн мăнаçланмалли тивĕçлĕ çын. Ырă кăмăллăскер, сăпайлăскер, трасса çине тухсан вара хăйĕн тĕлĕнмелле чăтăмлăхĕпе маттурлăхне  пур енлĕн кăтартма пултарнăскер. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна чыслакан ăмăртăва пĕтĕм республика пуçтарăнать. Пирĕншĕн те ку самант пысăк чысах.

Пирĕн ентеш, хăй тĕллĕн юрăсем тата вĕсен сăмахĕсене çыракан Олег Залогинăн В. Егорована халалланă «Валентина» юрă стадиона пухăннă халăх умĕнче мăнаçлăн янăраса кайсан вара ыр кăмăллă туртăм паллă ентешĕмĕрĕн чун-чĕринче кăна мар, пури7 кăмăлĕнче те палăрăмлă йĕр хăварăнчĕçех-тăр.

- Валентина, килĕшрĕ-и Сире çак юрă; - ыйтрĕ Район администрацийĕн пуçлăхĕ.

- Çав тери. Авторне чĕререн тав тăватăп, - яланхиллех сăпайлăн хуравларĕ В.М. Егорова.

Чр физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ В.М. Краснов вара В. Егорован ÿсĕмĕсене уйрăмах палăртса каларĕ:

- Валентина Егорова Олимп вăййисенче çĕнсе илнĕ ылтăн медальччен Чăваш Ен спортсменĕсем Олимпиадăсенче пĕр медале те 20 çул хушшинче тивĕçеймен. Çавăнпа та вăл республикăшăн малашнехи ÿсĕмсем тума пулăшнă тĕлĕнмелле ырă тĕслĕх. Ăна, маттурскере, тĕлĕнмелле сăпайлăскере пурте юратаççĕ. Паянхи ăмăртăва хутшăнакан –амрăк спортсменсене В. Егороваран, унăн спортри маттур тус-юлташюсенчен тĕслĕх илме ыйтатăп. Спорта, хăвăр çуралса ÿснĕ тăрăхра В. егорова пек юратăр, вара ÿсĕмсем те, тăнăçлăх та пулĕ.

Тĕрлĕ ушкăнсенче старта тухнă спортсменсем вара çĕнтерÿçĕсен  ятне тивĕçессишĕн кашни ушкăнрах тивĕçлипех вăй виçрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи кĕçĕн çулхисенчен Муркаш шкулĕнчи леся Охотникова тата Горномарийски районĕнчи Рома Яшгаев хăйсен дистанцийĕсенче  чи вăйлисем пулчĕç. Аслăрах ÿсĕмлисенчен чи вăйлисен шутĕнче, шел пулин те, пирĕн раăон командисенчи çăмăл атлетсем çук. Çĕнтерÿçĕсен ятне Етĕрнери Энвер Куртсентовпа Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăх пухакан Мария Петрова тивĕçрĕç.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕтĕмĕшле  çĕнтерÿ Муркашри вăтам шкулти çăмăл атлетсен аллинче. Çавăнпа та ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ çирĕплетнĕ приз – тĕслĕ кăтартакан телевизор – вĕсенче ыт-ахальтен мар. Тулли мар вăтам шкулсем хушшинче район администрацийĕ çирĕплетнĕ тĕп парнене Сосновка шкулĕн спортсменĕсем çĕнсе илни (музыка центрĕ) уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен Олимп Вăййисен чемпионки В. Егорова çак шкулта вĕреннĕ-çке.

Районти физкультура коллективĕсем хушшинче тĕп парнене «Моргаушрайбыт» ООО команди çĕнсе илчĕ. «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕ вара «Раççейри аграрлă партин» районти уйрăмĕн ятарласа çирĕплетнĕ кубокне тивĕçрĕ.

Ăмăртура мала тухнă спортсменсене  В. Егорова, республикăри паллă спортсменсем О. Егорова, В. Андреев, О. Иванова хăйсен ячĕпе тивĕçлĕ парнесем пачĕç, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕ çамрăк спортсменсене хăйĕн парнисемпе тивĕçтерчĕ.

Ăмăртăва хатĕрленсе ирттерме пулăшнă шанчăклă спонсорсене – Муркаш райовне, «Моргаушрайбыт» ОООна, В.Н. Данилов, В. Васильев, Ю.И. Тихонов предпринимательсене, «Муркашри чăх-чĕп фабрикине (ертÿçи Н.Г. Ванеркин), «Сеспель» ОООна (ертÿçи В. Бирюков), «Моргаушагроснаб» ОООна (ертÿçи И.В. Туритов) – спорт юхăмне районта аталантарма вăй хунăшăн тавах.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика