Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркаш ялĕнчи «тĕлĕнтермĕшсем»

30 сентября 2005 г.

 

Палăртма кăмăллă. Юлашки çулсенче Муркаш ялĕ хитреленсе пырать, вăл ÿсет, пысăкланать, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Архитектура енĕпе илес пулсан вара тавлашуллă ыйтусем те çук мар, мĕншĕн тесен çурта кашни хăй пĕлнĕ пек лартать.

Эпĕ иртнĕ вăхăтсене лайăх ас тăватăп. Архитектура тĕлĕшĕнчен çуртсем çав тери илемлĕ пулман пулсан та, ял планировки уçăмлăччĕ, лартнă çулсем кварталсемпе лайăх палăрса тăратчĕç, тăкăрлăхсем те йĕркеллĕччĕ, пĕр урамран тепĕр урама çăмăллăнах каçса ÿкме пулатчĕ. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн çав тăкăрлăксем çухалчĕç (вĕсене юнашар пурăнакансем çавăрса илчĕç).

Кăçал РФ ял хуçалăх министрĕ Гордеев çитес çулта ял хуçалăх перепиçне ирттересси пирки пĕлтерчĕ. Тен, вăл пире те пырса тивĕ, ун чух хăш-пĕр тăкăрлăксем каллех çынсемшĕн уçăлĕç.

Анчах та манăн калас тĕп сăмахăм урамри çулсем мĕнле шайра пулни çинчен. Вĕсене вăхăтра  пăхса-юсаса тăман пирки çулсем çав тери япăхса кайнă-çке. Вĕсем автомашинăсемпе те, çуран та çÿреме май çук. Уйрăмах çумăрлă çанталăк кунта пурăнакансене нумай терт кÿрет. Анчах ĕмĕр тăршшĕпех капла пурăнма май çук. Мĕншĕн пирĕн Муркаш ялне, район центрне, урамсенчи çулсем япăх пулнишĕн ÿпкелесе калаçнине итлемелле.

Нумаях пулмасть эпĕ Муркаш район Уставĕн проекчĕпе паллашрăм, унта самообложени пирки те каланă. Ăна пурăнакансенчен кашнинчен пĕр виçепе, пĕр пек сумма пухма палăртнă (анчах та ку тĕлĕшпе хăш-пĕр асăрхаттарнисем пурччĕ. Апла пулин те ыйтас килет: урамсенчи çулсене, тăкăрлăксене кам ытларах ватса йĕркерен кăларать; Хальхи вăхăтра лашапа çÿремеççĕ, автомашинăпа вара çумăрлă çанталăкра урамăн курăк çитĕнекен енĕпе пĕрре кăна кайсассăн та, курăк таптанса пĕтет. Ял урамĕсенче пурăнакансем ун пирки пĕрре кăна мар каланă ĕнтĕ. Çумăрлă çанталăкра, уйрăмах çĕрле, мĕнле те пулин пуçтах шофер йывăр тиевлĕ Машинăпа кĕрсе кайса курăка таптаса пĕтернипе пĕрлех урамра тарăн йĕрсем (канавсем) туса хăварни кама килĕшĕ; Çынсен кунтах пурăнмалла вĕт!

Илер-ха, акă, Чапаев урамне. Шутласа пăхăр-ха пĕр самантлăха: Василий Иванович хăйĕн ятне панă урампа лашапа кайма шут тытнă тейĕпĕр. Вăл çав тери тарăхнă пулĕччĕ, çапла калĕччĕ: «Юлташсем! Мĕн тăватăр эсир; Мĕнле хăйнă эсир çак урама ман ята пама! Кунта манăн тачанкăсем епле иртсе кайĕç! Йĕри-тавра пылчăк, лакăм-тĕкĕм, канавсем, çынсем пĕтĕм тасамарлăха урама тăкаççĕ. Çĕрле урамра электричествăн пĕр лампочки те çунмасть. Эсир 21-мĕш ĕмĕрте пурăнатăр ĕвт! Нивушлĕ çакна та ăнланмастăр; Ăçта кунти пуçлăхсем;! Шкул ачисене (хамăрăн пуласлăха) пылчăк тăрăх çÿрететпĕр. Мĕнле атă-пушмакпа пырса кĕреççĕ вĕсем шкула; Колхознăй урама плотина урлă каçас пулсан манăн пĕтĕм тачанкăсем хурсемпе пĕрле шывра пулатчĕç. Мĕнле йĕркесĕрлĕх!»

Чăн та, мĕншĕн, мĕнле сăлтавпа, кам айăпĕпе урамсенче йĕрке çук; Хăçанччен чăтмалла çакна! Колхознăй, Çĕнĕ Колхознăй, Красноармейски, Фронтвÿовой урамсенче те йĕрке сахал. Кунта шывпа тивĕçтересси те тивĕçлĕ шайра мар иккен. Шыв башнисем кирлĕ пек ĕçлемеççĕ. Кам айăпĕпе çынсем тертленмеççĕ; Тивĕçлĕ мерăсем йышăнма вăхăт мар-и; Яваплăха туйса ĕçлесчĕ Пуçлăх юлташсем, пуçлăх господинсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика