Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана пурнăçа малтанхи утăмран хатĕрлемелле

30 сентября 2005 г.

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче эпир шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен кунне паллă тăватпăр.

Шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕ воспитани, пĕлÿ пама, ачасене пăхма тата вĕсен сывлăхне çирĕплетме май парать. Кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннă воспитательсем, пулăшу ĕçĕсене тăвакансем вăй хураççĕ. Воспитательсене ачасем хушшинчи хутшăнусене пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлес, ачана хисеплес тата ăна, хăйĕн уйрăмлăхĕсене кура, аталанма пулăшас никĕс çинче йĕркеленĕ.

Паян шкул çулне çитмен ача учрежденийĕсем – 30. Вăл шутра: 12 садик, 4 пуçламăш шкул-ача сачĕ, шкул çулне çитмен ачасен шкулсем çумĕнчи 14 ушкăнĕ. Районта шкул çулне çитмен ачасем пĕтĕмпе 2116, вĕсенчен 1245-шĕ шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене çÿрет.

Пĕр çултан пуçласа ултă çулхи ачасен 72 проценчĕ асăннă учрежденисене пырать. Ялти ачасене çак учрежденисене явăçтарассине Муркаш районĕ республикăра 1-мĕш вырăнта тăрать. Кăçал пĕчĕккисен ушкăнĕсем Вăрманкассипе Ильинкăри шкулсенче уçăлаççĕ.

Çултан çул педагогсен пултарулăхпа ăсталăх шайĕ ÿсет. 155 педагогран 73-шĕ аслă педагогика пĕлĕвĕ илнĕ. 80-мĕш çулсенче кăна садиксенче аслă пĕлÿ илнĕ  5-6 педагог ĕçлетчĕ.  2005-2006 вĕренÿ çулĕнче тата 15 воспитатель аслă пĕлÿ илни çинчен диплом илĕç.

Шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕрен çул-йĕрсемпе усă кураççĕ. Ку вара вĕсене ытларах ачасене явăçтарма пулăшать.

Юлашки çулсенче общество пурнăçĕнче тата экономикăра сахал мар улшăнусем пулса иртрĕç. Çакă шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе нумай ыйтусем кăларса тăратрĕ.

15 çул каялла (1990 çулсенче) ача сачĕсем пушанма тытăнчĕç, вĕсен пурлăх бази те япăхланчĕ, ĕçлекенсен штачĕ те чакрĕ.

Шкул çулне çитмен ачасен 46 проценчĕ кăна ача сачĕсене çÿреме пултарчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем ачисене садика ярайманнин тĕп сăлтавĕсен шутне укçа тÿлейменнине тата унта çÿреме инçе пулнине кĕртмелле. Çавăнпах ĕнтĕ районти педагогсем ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçлеме çĕнĕ формăсем шырама пуçларĕç.

Шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕрен çул-йĕрсемпе усă кураççĕ. Манăн, тĕпрен илсен, виçĕ ене палăртас килет. Ку вара вĕсене ытларах ачасене явăçтарма пулăшать.

Пĕрремĕшĕ, 4-6 çулхи ачасем валли садик ушкăнĕсем уçма тытăнтăмăр. Чи малтанах кун пек ушкăнсем татах Ильинкăри, Тойкилтĕри, Турайри, Çатракассинчи вăтам, Сосновкăри, Шатракассинчи тĕп шкулсенче, Анаткассинчи пуçламăш шкул-ача садĕнче тата «Малыш» ача садĕнче уçăлчĕç. Çак ушкăнсене пĕтĕмпе 225 ача çÿрет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Вăрманкассинчи тĕп шкулта та çакăн пек ушкăн уçма палăртнă. Ку ушкăнсем 5-6 сехет хушши ĕçлеççĕ, ача унта çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕсем уйăхне 90 тенкĕ кăна тÿлеççĕ. Кунĕпех садикра пулнă чух ачасемшĕн уйăхне 180-200 тенкĕ тÿлемелле.

Çакна та палăртмалла. Хальхи вăхăтра, экономикăн çĕнĕ условийĕсенче ялсенче шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене сахал тăкаксемпех сыхласа хăварас тĕлĕшпе кĕске вăхăтлă ушкăнсем чи малти вырăнта тăраççĕ. Урăхла каласан, бюджет укçи-тенки сахал тăкакланать, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те меллĕ. Çавăнпа та вĕсем ачисене çак ушкăнсене хаваспах çÿретеççĕ. Çапла вара шкул çулне çитмен ачасене учрежденийĕсене çÿрекенсен хисепĕ ÿсет. Çак кĕске вăхăтлăх ушкăнсемпе пуçламăш шкулсем тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, ку вара малашнехи çулсенче ĕçлессинче те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Садик ушкăнĕсемпе тимлекен педагогсем хăйсен умне çакăн пек задачăсем лартаççĕ:

- ачасене пур енлĕ воспитани парса вĕсен ăс-тăнне аталантарасси*

- вĕсен сывлăхне çирĕплетесси тата пиçĕхтересси*

- ачасене вĕренÿ хăнăхăвне  парасси, вĕсене вĕренес кăмăлне тата интересне çирĕплетесси*

- тĕрлĕ вăйсемпе занятисем урлă ытларах пĕлме майсем туса парасси*

- ачасене хăйсене тимлĕ тытма, дисциплинăна пăхăнма, аслисене хисеплеме, пĕрле выляма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси.

Çакна та каласа хăвармалла, çак ушкăнсенче ачасене вулама тата çырма вĕрентесси программăна кĕмест. Кунти педагогсем çÿлерех асăннă задачăсене пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ, ятарлă комплекслă программăпа ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр ушкăнсенче «Сообшество» программăпа та усă кураççĕ.

Садик ушкăнĕсене çÿрекен ачасем, кунти педагогсем тăрăшнипе пĕрремĕш класа хăш-пĕлÿ илсе пыраççĕ, шкул режимне те хăвăртрах хăнăхаççĕ, ку та лăпкă лару-тăрура пулса иртет.

Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене çапла каласа хăварас килет. Сирĕн пепкĕр садик ушкăнне çÿрени сирĕншĕнех меллĕ тата усăллă. Пĕр енчен илсен, ача режима хăнăхать, вăхăтра апат çиет, тĕрлĕ хăнăхусем илет. Ку вара ăна шкулта пĕрремĕш класранах тарăн пĕлÿ илме май парса малашлăха çул уçса пырать. Ялти ашшĕ-амăшĕсен чылайăшĕн вара ĕç нумай пирки ачисене тимлĕх уйăрма вăхăт сахал.

Иккĕмĕш енĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем çумĕнче шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне уçасси. Çак ушкăнсем 9 сехетлĕ кун йĕркипе ĕçлеççĕ. Çакăн пек ушкăнсем Ильинкăри, Шурчари, Шетмĕпуçĕнчи шкулсем тата «Дюймовочка», «Азалия», «Ивушка» пуçламăш шкул-ача сачĕсем çумĕнче ĕçлеççĕ.

Виççĕмĕш енĕ – 5-6 çулхи ачасене шкула хатĕрлессипе ĕçлекен ушкăнсене йĕркелесси. Çак ушкăнсем районта ĕçлеме кăна пуçлаççĕ. Кун пек ушкăнсене Анаткассинчи пуçламăш шкул-садикре тата Очăкассинчи тĕп шкулта йĕркеленĕ. Ачасене шкула хатĕрлекен ушкăнсем ялта кирлине паянхи пурнăç çирĕплетсе пачĕ.

Паянхи общество вĕрентÿ системи умне, çав шутра шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсем умне çĕнĕ требованисем кăларса тăратать. Районта нумай профиллĕ ача сачĕсем уçăлчĕç. Вĕсенче физкультурăпа сывлăха аталантарасси, экологи пĕлĕвĕ парасси, илемлĕхпе эстетика енчен тата ăс-хакăлпа ачан хăй енлĕхне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Районта шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçне çĕнетсе улăштарасси ăнăçлă пулса пырать. Вĕсенчен ытларахăшĕ «Школа-2100», «Радуга», Васильева ертсе пынă «Программа воспитания, обучения и развития в детском саду» программăсене вăя кĕртет. Çавăн пекех районти мĕн пур шкул çулне çитмен учрежденисем республикăри программăпа ĕçлеççĕ. «Василек», «Малыш», «Солнышко», «Золушка», «Березка», «Колокольчик» ача сачĕсем улттăмĕш çул ĕнтĕ  сообщество программăпа тимлеççĕ. Кăçал вĕсем çумне «Путене» ача сачĕ, «Калинка», «Светлячок», «Аленушка» сад ушкăнĕсем те пĕрлешрĕç. Çак программа ачана хăвăрт улшăнакан пурнăçа хатĕрлеме май парать. Вăл экологи, экономика, наци культури никĕсĕсене алла илет. Çак енĕпе «Солнышко», «Путене» ача сачĕсен опытне ырламалла. «Солнышко» ача сачĕ Николаевăн «Юный эколог» программипе ĕçлет. Программăпа ĕçлеме пуян материал пухнă.

«Путене» ача садĕнче ачасене наци культурипе паллаштараççĕ. Вĕсем халăх юрри-кĕввине, ташшине вĕренеççĕ, тăван ялпа, унăн паллă çыннисемпе паллашаççĕ. Çак учрежденисен педагогĕсем воспитани парас ĕç çине комплекслă пăхаççĕ, ачан уйрăмлăхĕсене тата пултарулăхне шута илеççĕ.

«Улыбка», «Мечта» ача сачĕсенче ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен воспитани парассипе япăх мар ĕçлеççĕ. Асăннă учрежденисенче физкультурăпа сывлăха çирĕплетес мероприятисен системине йĕркеленĕ: ритмикăпа ÿт-пĕве тÿрлетекен гимнастика, чупса, утса сывлăха çирĕплетесси, кăмăла çĕклекен гмнастика, релаксаци т. ыт. те.

Шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕсенче логопед ушкăнĕсене те уçнă. Вĕсем «Путене», «Колокольчик» ача сачĕсенче пур. Вĕсем Филичевăпа Чиркина программисемпе ĕçлеççĕ.

Унсăр пуçне шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕсем хăйсен ĕçĕнче педагогика технологийĕсемпе те усă кураççĕ. Этемлĕхе юратасси, çынна хисеплесси ачана наци культурипе паллаштарнинчен пуçланать. Халăх искусствине упрасси, ăна малалла аталантарасси паян çĕнĕрен вăй илет.

«Путене», «Улыбка», «Мечта» ача сачĕсем ку тĕллевпе «Игры Батыра», «Чувашское гостеприимство», «Праздники на земле Улыпа» технологисемпе усă кураççĕ. Асăннă технологисем ачасен наци ăнланулăхне аталантарма пулăшаççĕ. Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене хăнăхтараççĕ. Наци культурине явăçтарнине каласан «Тюльпан» ача садне те палăртмалла. Кунтан чăваш тата мари халăхĕсем хушшинчи туслă çыхăнусене йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасем чăваш тата мари вăййисене выляса, чăваш тата мари юррисене юрласа ÿсеççĕ. Чăваш тата мари приозведенисемпе паллашаççĕ.

«Солнышко» ача садĕнчи педагогсем ачасене экологи воспитанийĕ парассипе хăйсен ĕçĕнче Павленкон «В гармонии с природой» технологипе усă кураççĕ. «Солнышко» ача сачĕ ку енĕпе пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Кунта çулленех районти педагогсем валли экологи мероприятийĕсем ирттереççĕ.

Ачасен ăс-хакăл аталанăвĕ экономика пĕлĕвне илнине кура тата анлăланать. Çак тĕллевпе Смоленцевăн «Введение в мир экономики, или как мы играем в экономику» технологийĕпе усă кураççĕ.

Шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕсен коллективĕсем воспитанипе вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштарассипе ялан шыравра. Çакă пĕтĕмпех шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçне паянхи самана ыйтнă пек çĕнĕ шайра йĕркелеме май парать.

Юлашкинчен эпĕ шкул çулне çитмен учрежденисенче ĕçлекенсене профессиллĕ уявпа саламлатăп. Пархатарлă ĕçре ăнăçусем сунатăп.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика