Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа

14 сентября 2005 г.

 

 

Ырă хыпар утпа çÿрет тенĕрен, «Восток» хуçалăхра çĕр улми кăларса пĕтерни те çийĕнчех паллă пулчĕ. Çавна май кая хăвармасăр хуçалăх ертÿçипе М.Н. Шишокинпа тĕл пултăмăр.

- Михаил Николаевич, «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртес ĕçе вĕçленипе саламлатăп сире...

- Салам сăмахне  хама илесшĕн мар эпĕ. Саламлă тав сăмахĕсене паян çĕр удми пуссинче иртен пуçласа каçчен вăй хунă ĕçченсене калас килет.  35 гектар çинчи çĕр улмие  вăхăтра кăдарса пуçтарса кĕрте Тереçсемпе Мулкачкассисене Кашмаш (директорĕ Г. Ершова), Москакасси (И. Иванов), Калайкасси (Л. Мочалов), Оринин (В. Иванов) шкулĕсем пулăшрĕç. Пĕрлехи вăйпа 410 тонна çĕр улмие управа хутăмăр. Тав сăмахĕсене çĕр улми пуçтаракансемпе пĕрлех копалкăпа ĕçленĕ В. Уткина, А. Артемьева, А. Пушкина, В. Ивановпа В. Пушкин тата В. Калинин водительсене, грузчиксене калас килет. Пĕрлехи ăнăçура ĕçсене ăста йĕркеленĕ О. Леонтьева бригадирпа К. Мясников тата В. Чамков весовщиксен тÿпи те пысăк. Çĕр улмие икĕ хранилищĕне  управа хутăмăр. 150 тоннийĕ – вăрлăх.

- Çĕр улми кăларса пĕтерни лайăх та ытти кĕрхи ĕçсем еплере;

- Хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхне нихăш енпе те хурлама çук. Авă, С. Наумовпа С. Семенов çамрăк механизаторсем тимленипе кĕрхи çĕртмене те вĕçлерĕмĕр. Вĕсем 294 гектар сухаласа хăварчĕç. Кунпа пĕрлех кĕр аки пирки те ыррине çеç каламалла. В. Уткинпа А. Артемьев çамрăк трактористсем тимленипе 75 гектар кĕрхи культурăсем акса хăвартăмăр. Танлаштарма, пĕлтĕр вĕсен лаптăкĕ 66 гектар пулнăччĕ. Кăçалхи кĕрхи культурăсенчен 30 гектарĕ ыраш, ытти – кĕрхи тклă. Çак культурăсем çитес çулхи тухăçа татах ÿстерессе шанатпăр. Кăçал вара тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 29 центнер пулчĕ.

- Çĕр улми кăларса пĕтертĕмĕр терĕр-ха та, мĕнле сортсемпе ĕçлерĕр;

- Эпир кăçал «рамона», «удача», «петербургский» сортлă çĕр улмисене лартса туса илтĕмĕр. Ĕçсене вĕçленĕ май çĕнĕ сортсемпе анлăрах ĕçлес шухăшсем çуралчĕç. Маларах мĕн калани çумне çакна та хушса калам: уй-хирте пуçтарман улăм çук. Ĕçсем çапла кал-кал  пулнишĕн хуçалăх ĕçченĕсене тата хамăра пулăшакансене çĕре çити пуç тайса тав тăватăп. Малашне те çапла пĕр шухăш-тĕллевлĕ пуласса шанса тăратăп.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика