Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕре халалласа

14 сентября 2005 г.

 

Республикăра та, районта та ентешĕмĕре икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г. Николаева халалласа ирттерекен мероприятисем малалла пыраççĕ. Çакна палăртмалла Калайкасси шкулĕсĕр пуçне районти ача-пăча библиотеки те Андриян Григорьевич ячĕпе хисепленсе тăрать. Тĕрлĕрен мероприятисем нумай ирттернипе тивĕçрĕ вăл пĕлтĕр çак чыса.

Ĕнер вара кунта вăй хуракансем 4, 5, 6 классенче вĕренекенсем хушшинче А.Г. Николаева халалласа илемлĕ  вулакансен конкурсне ирттерчĕç.

Чи малтанах ачасем «çунатлă» ентешĕмĕре халалланă выставкăна, летчик-космонавтăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан кĕнекесемпе паллашрĕç.

Ачасемпе тĕл пулăва Евтихий Андреевич Андреевăн  хĕрĕ Валентина Евтихеевна та килнĕ. Çакна палăртмалла А.Г. Николаев Е. Андреевпа туслă çыхăну тытнă. Хуçалăхра çеç мар, килĕнче те темиçе хут пулнă. Валентина Евтихеевна 1963 çулта тĕл пулу саманчĕсенче тунă сăн ÿкерчĕксене кăтартни конкурса хутшăнакансемшĕн çав тери интереслĕ пулчĕ. Вăл çавăн пекех малти вырăна тухнă хитре вулакан сăвăçсене Е.А. Андреев çинчен çырнă «Обгоняя время» кĕнекене парнелерĕ. Халĕ чи маттур вулакансене  ятран асăнма-ха. Вĕсем: Елена Никифорова, Елена Порфирьева, Олимпиада Федорова. Пĕтĕмпе хисеплĕ космонавта халалланă конкурса 30 ача хутшăнчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика