Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сухаçăсен ăмăртăвĕнчен

14 сентября 2005 г.

 

Кăçалхи çанталăк ял ĕçченне пур енĕпе те пулăшса тăрать: çумăрĕ те нÿрĕкне парать, хĕвеллĕ кунĕсем те васкаварлисене ĕçлеме вăй-хăват хушса тăраççĕ.

Кашни ĕçĕн агротехникăпа палăртнă вăхăчĕ пур. Халĕ тыр-пул, çĕр улми пухса кĕртнипе пĕрлех кĕрхи çĕртме тумалли меллă тапхăр.

Район администрацийĕ, ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕ, агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕ çĕртме  сухи тăвакан мехиназиторсене хавхалантарма ăмăрту ирттереççĕ, унăн итогĕсене кашни эрнере пĕтĕмлетеççĕ.

Акă, сентябрĕн 1-7-мĕшĕсенче  çак механизаторсем мала тухнă:

ДТ-75маркăллă тракторсемпе:

Пĕрремĕш вырăнта «Рассвет» хуçалăхри А.В. Морозов – 70 гектар сухаланă. Иккĕмĕш вырăнта «Ударни» хуçалăхри С.И. Иванов, вăл 66 гектар сухалама пултарнă. Виççĕмĕш вырăна «Восток» хуçалăхри С.В. Наумов тивĕçнĕ, 47 гектар çĕртме сухи тунă.

Т-150 маркăллă тракторсемпе ĕçлекенсем хушшинче ăмăрту условийĕсемпе килĕшÿллĕн 1-2 вырăнсене никам та тивĕçмен. Виççĕмĕш вырăна «Свобода№ хуçалăхри В.П. Петровский йышăннă, 30 гектар сухаланă. Ăмăрту çĕнтерÿçĕсем укçан парнесене тивĕçеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика