Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх кунĕ иртнĕ

12 сентября 2005 г.

 

Шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Каникул кунĕсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетнĕ ачасем каллех партăсем хушшине ларчĕç. Вĕсене юратнă учительсем, тус-тантăшĕсем кĕтсе илчĕç.

Муркашри вăтам шкулти педагогсем ачасене уяв туса пама шутларĕç. Сывлăх кунне ирттересси пирки пĕлтерчĕç. Çавна май Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх сачĕ хыçĕнче вĕсем А.Г. Николаев космонавт çуралнăранпа 76 çул çитнине халалласа çăмăл атлетикăпа кросс ирттерчĕç.

Иккĕмĕш урок хыççăн 3 тата 4 классенче вĕренекенсем 500 метра чупса ăмăртрĕç. Кунта хĕрачасенчен чи пултарулли 3 класра вĕренекен Марина Плечова пулчĕ. Арçын ачасем 800 метрлă дистанцие чупрĕç, çĕнтерÿçĕ ятне 4 класри Руслан Кольцов тивĕçрĕ. 5-6 класра вĕренекенсем хушшинче малти вырăнсене Анна Миронова тата Евгений Андреев йышăнчĕç.

4-мĕш урок хыççăн стадионра 7-8 классенче вĕренекенсем чупса ăмăртрĕç. Кунта 1500 метрлă дистанцире чи пултарулли Евгения Антонова, 2000 метрлă дистанцире арçын ачасенчен Стас Филиппов пулчĕç.

9-11 классенче вĕренекенсем 2000 тата 3000 метрлă дистанцисенче чупса ăмăртрĕç. Любовь Онькова тата Игорь Иванов чи пултаруллисем пулчĕç, 1 вырăна йышăнчĕç, шкулти чи лайăх чупакансен ятне тивĕçрĕç.

Кроса пĕтĕмпе 530 ача хутшăнчĕ. Хальхи вăхăтра шкулти спортсменсем республикăра Олимп чемпионки В. егорован призĕшĕн ирттерекен ăмăртура хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика