Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Инкек 17рисене те хĕрхенмест»

07 сентября 2005 г.

 

Астăватăп-ха, ача чухне тăван хуçалăх уйне çуллахи вăхăтра улăм пуçтарма тухсан, хĕрарăмсем хул хушшине те пулин улăм хĕстерсе килетчĕç. Çĕр улми кăларнă чухне витре тĕпне ăна кăштах та пулин хурса килмесен чунĕсем канмастчĕç:

- Э-эй, колхоз ялан 17-ре, эп 10 çĕр улми киле илсе килнĕшĕн вăл çука юлмасть, - тетчĕç шÿтлерех.

Ун чухне çав сăмахсен пĕлтерĕшне ытлашши ăша та хывма пĕлмен пуль. Халĕ шухăшлатăп та, 17ре те тăмалла марах, анса ÿкме пулать иккен. Тĕслĕх шырама та инçех каймалла мар. Малтан районта малти хуçалăхсем шутĕнче пулнă Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăх панкрута тухрĕ. Ертÿçи пĕлсе ертсе тытманни хуçалăха çак чăнкă çыран умне илсе çитерчĕ. Хуçалăхăн кредиторсем умĕнчи парăмĕ сахал мар: 6 миллион та 400 пин тенкĕ. Анчах та ун чухнехи хуçалăх ертÿçи Н.И. Степанов хуçалăх панкрута тухас варкăш килсе çапсанах (Иртнĕ çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче хуçалăх ертÿçи суда заявлени çырса панă: унта вăл хуçалăха панкрута тухнă тесе йышăнма ыйтнă) тивĕçлĕ мерăсем йышăннă, тÿлеме пултараслăха йĕркелесе ямалли майсене тупнă пулсан, хуçалăх паянхи шурлăха путмастчĕ.

Ку тăрăхра пурăнакансем лайăх астăваççĕ. Николай Иванович ертÿçĕ пулнă чух никампа канашламасăр хуçалăх выльăхĕсем унталла-кунталла сутăннине сиснĕ хуçалăх ĕçченĕсем хăйсем асăннă ертÿçĕне шанманнине, ун вырăнне çак тăрăхрах çуралса ÿснĕ, унччен Раççей çарĕнче службăра тăнă, отствакăна тухнă Б.Н. Михайлова суйлас кăмăллине пĕлтерчĕç. Кăçалхи февраль уйăхĕнче  пулса иртнĕ пухăва  пуçтарăннă 210 çынран 209шĕ майлă сасăларĕç: хамăр ентеш хамăрăнах, хăй çуралса ÿснĕ çĕр çинчи хуçалăха пĕтме памастех, - акă , мĕне шанчĕç ун чух Шетмĕпуç тăрăхĕнче пурăнакансем.

- Эпĕ ертсе пырсан, хуçалăха пĕтме памастпăрах. Никама та кооперативран кăлармастпăр. Пирĕн пĕрлех ĕçлемелле,- март уйăхĕнче иртнĕ пухура Борис Николаевич каланă сăмахсем кусем.

Шанчĕç-ĕненчĕç çав кунта çĕнĕ «хуçана». Çур аки пуçланиччен тулашри управляющи Т.В. Карандаева аякран тепĕр çынна хăйĕн шаннă çынни пулма илсе килсен те, кунти халăх ăна яхăнне те ямарĕ, хăйсем Михайловшăнах пулнине палăртрĕç.

Шаннă йăвара кайăк пулмарĕ: Борис Николаевич халăх шанăçне те ним вырăнне хумарĕ, хăй сăмахне те çилпе вĕçтерчĕ. Степанов янаталла тÿнтерме пуçланă хуçалăха аялаллах сĕтĕрчĕ. Район хаçатне вулакансем астăваççĕ пулĕ-ха, çур аки умĕн страници-страниципе çак хуçалăх территорийĕнче пурăнакансем хăйсен  пайне илни çинчен калакан пĕлтерÿсем тухнине. Кашниех вĕсенчен ахлатса та чĕререн пăшăрханса хуçалăх пĕтни, çĕнĕ ертÿçĕпе ĕçлеме май çукки çинчен пăшăрхана-пăшăрхана каласа пачĕç. Ун чух, эпĕ вĕсене чĕре варрине çитиччен ăнланаймарăм та пулĕ. Иртнĕ эрнесенче Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăхра икĕ хутчен пулнă хыççăн çак шухăш патне пырса тухрăм: чăннипех те, мĕн тери шел кунти халăха. Ăнмасть вĕсен юлашки вăхăтра хуçалăх ертÿçисем енчен. Шетмĕпуç ял администрацийĕн çуртне пуçтарăннă халăхпа паянхи хуçалăх ертÿçи  епле калаçнине  илтсен, йĕркеллĕ çыншăн ăнланмаллах мар япала ку.

- Сысна ферми сутрăн терĕç, чăнах-и; Пирĕн мĕнле пурăнмалла малалла; - макăрса ыйтать хĕрарăм.

Ертÿçĕ хурав памасть: сутнă та, çук та, темест. Калăн, ăна никам та нимĕнле ыйту та паман.

- Ревкомисси членĕсене мĕншĕн документсем памастăр; - тарăхать çамрăк арçын.

- Да, подожди, ты. Эс чирлĕ, инвалид, вăт, кай та лечиться ту. Сан ĕç çук, - касса татрĕ Борис Николаевич.

Халиччен хамăн ĕçпе миçе хуçалăхра  пулса мĕн тĕрлĕ ертÿçĕпе калаçман пуль, мĕн таран авторитетлă, ĕмĕрĕпех ертÿçĕре  ĕçлекенсем те пĕрле ĕçлекенсемпе çакăн пек калаçнине илтмен эпĕ. Вăл ыттисене хисеплени пирки сăмах та пулма пултараймасть кунта. Хăйне хисеплекен çын тата ыттисемпе çапла калаçма пултарать-ши;

- Мĕн чухлĕ выльăх сутрăн, мĕншĕн пирĕн пĕр парăм та татăлмасть;!

- Мĕншĕн ман ачасене ĕçрен кăларса ятăн;

Конкретлă пĕр ыйту çине те пĕр конкретлă хурав та памасть Б.Н. Михайлов. Ку тăрăхра пурăнакансен калаçăвĕнчен çакă та палăрчĕ. Тулашри управляющин шаннă çынни вырăнти радиопа та çынсене тем те пĕр каласа кÿрентересси йăлана кĕнĕ иккен.

- Ялти çынсен пăшăрханăвĕнчен тата çакă палăрчĕ: паян хуçалăхра  ĕçлекенсем – пурте тулашри управляющин шыннă çынни (Б.Н. Михайловăн) тăванĕсен, тăванĕсен тăванĕсем. Малтанхи кун унта пулнă чух гараж заведующийĕ çав тери пăшăрханса калаçрĕ:

- Халĕ манран çăра уççисене ыйтать. Ĕçлеме май çук, - тет вăл. Çак кунсенче çакна пĕлтĕм: илнĕ унтан уççисене, хĕрарăм ĕçсĕр тăрса юлнă.

Вулакансене пĕлме: Асăрхарăр пулĕ: Б.Н. Михайлова хуçалăх ертÿçи тесе мар, тулашри управляющин шаннă çынни тесе çыртăм. Панкрута тухни çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн, арбитраж сучĕ хуçалăха панкрута тухнă тесе йышăнсан, хуçалăхри управлени органĕсем, çав шутра хуçалăх ертÿçи те хăйĕн функцине çухатать. Арбитраж сучĕ (вăл апрельте пулса иртрĕ) кунти ĕçсене йĕркелесе пыма тулашри управляющипе палăртать. Анчах та асăннă саккунăн 126 статйипе килĕшÿллĕн тĕрĕслев органĕсем çине сарăлмасть çак саккун. Сăнакан канаш (вăл хуçалăхра çук), ревкомисси хăй сен ĕçне малаллах тăваççĕ. Анчах та тулашри управляющин шаннă çынни тăрăшсах ревкомиссие кирлĕ документсем памасть. Ирĕксĕрех кунта иккĕленÿ çуралать: тулашри управляющипе унăн шаннă çынни хăйсен тивĕçĕсене саккунпа килĕшÿллĕнех туса пыраççĕ-ши; Çакна валли сăлтавĕ те çук мар. Арбитраж сучĕн йышăнăвĕ хыççăн район администрацийĕ, конкурслă кредитор пулнă май, асăннă йышăну тĕрĕс мар тесе  кассаци жалобине пачĕ. Анчах та çак кунсенче пулнă федераллă шайри суд ларăвĕнче те малтанхи йышăнăва вăйра хăварчĕç. Тулашри управляющипе унăн шаннă çынни хуçалăх панкрут иккенне çирĕплетме «тăрăшнинчен» килнĕ те çакă.

Хуçалăх панкрута тухасси тапхăрсемпе пулса иртет: сăнасси, финанс тĕлĕшĕнчен сыватасси тулаш енчен ертсе пыни, конкурслă производство тата килĕшсе татăлма та пулать. Сăнас тапхăр пуçлансанах кредиторсем парăмлă хуçалăха суда пама пуçлаççĕ. Вĕсене кредиторсен реестрне кĕртеççĕ. Район администрацийĕ, конкурслă кредитор пулнă май, асăннă хуçалăха чи малтан суда пачĕ, анчах тулашри управляющипе  шаннă çынни «тăрăшнипе» реестра тÿрех кĕртмерĕç.

Паян вара асăннă хуçалăх панкрута тухас йĕркен юлашки тапхăрĕнче пурăнать:  конкурслă производство вăйра кунта. Хуçалăх пурлăхне сутас ĕç пуçланнă. Кама мĕн сутнă; Кам мĕн чухлĕ парăм татнă; Йăлтах саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать-и; Çакна пĕлесшĕн паян ревкомисси, мĕншĕн тесен парăмлă хуçалăх интересне  хÿтĕлекен пĕртен пĕр орган вăл. Шел пулин те, ку ĕçе кунта малаллах ярасшăн мар-ха. Тулашри управляющин шаннă çынни Б.Н. Михайлов паян хуçалăхпа хăй пирки «эпĕ – частнăй лицо,  частнăй предприяти» теме юратать.

- Ав, «Лидерта» «частнăй» предприятире сыснасем мĕнле ÿт хушнине илсе кайса кăтартрĕç, - терĕ вăл хамăрăн калаçура.

Кунта хирĕçлемесĕр ниепле те май çук. Нимĕнле ОАО та, ООО та – «частнăй предприяти»  мар. Ку пĕрре. Тепĕр енчен «Лидерпа» паян ĕмĕрĕпе зоотехникра, бухгалтерта ĕçлекенсемех ĕçлеççĕ. Никам та никама та ĕçрен кăларман унта. Сăнанă-и, хăй ĕçне пĕлекен вăйлă специалистсем пур хуçалăх яланах çитĕнÿ тăвать. Ĕçе ертсе пыма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсемпе калаçса, ăнлантарса урăх общество  йĕркеленĕ, саккуна пĕлсе малтанхи хуçалăх активĕсене çĕнĕ общество çине куçарнă, инвесторсем тупнă пулсан, Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăх паянхи лару-тăрăва кĕрсе ÿкмен пулĕччĕ. Ĕмĕр ĕçленĕ çынсем ĕçсĕр тăрса юлман пулĕччĕç. Сыснасем те талăкра 300 грамм (çăвăрланă амасен шăммипе тирĕ çеç тесен те йăнăш пулмасть. Эпир пулнă кун унта вĕсене пĕр микро-, макроэлементсем хушмасăр типĕлле çăнăх çитеретчĕç) мар, «Лидерти» пек талăкра 700 грамм ытла ÿт хушнă пулĕччĕç. Хуçалăхра паян пĕр хăйĕн ĕçне пĕлекен специалист та çук. Ферма территорийĕсем мăян ăшне путнă. 7 бригадăран 4-шĕ ĕçлемест.

- Фермăра паян пысăкрах çурисене уйăрнă та, выçах тăраççĕ.

- Ферма заведующийĕ 5 кунлăх çăнăх пачĕ. Значăт, тепĕр 5 кун ăна курма çук.

Çакнашкал нумай пăшăрханса калаçрĕç ял администрацине пынă çынсем. Выльăхсем выçă çухăрни хуçалăха вăхăтлăх ертсе пыракансен чунне витерĕ-ши, енчен те çынсен куççульне, ыйтнине кунта ним вырăнне хумаççĕ пулсан; Шыв башнинчен насусне улăштарса паманнипе халăх пичкепе шыв сĕтĕрет.

- Пушар машинине сутса ярсан, мĕн курас, - ку ыйту та халăха канăç памасть ку тăрăхра пурăнакансене.

Паян никам та асăннă хуçалăх ĕçченĕсен вырăнĕнче хăйне  курасшăн мар пулĕ. Çак шăпа хăвăра килсе ан çаптăр тесен, эй, колхоз 17ре яланах, эп уя ĕçлеме тухмасан та анса ÿкмĕ-ха, темелле мар. Ертÿçĕсене суйланă чух та «Э-эй, эпĕ алă çĕкленипе мĕн улшăнĕ», темелле мар. Тем те туса пама хатĕррисене суйласа та йăнăшма пултаратпăр. Чи малтан эсир ертÿçĕре куракан çынра - çынлăх пултăр. Çынлăх пур çын çынсем çине те, хуçалăх çине те алă сулмасть. Панкрута тухни çинчен калакан саккунпа сирĕн тĕл пулмалла ан пултăрччĕ. Вăл – хытă, парăмлисене хĕрхенмест. Тĕп кредитор-налук органĕ пулнă май, унăн пĕр тĕллев – парăма патшалăха тавăрмалла. Çын куççульпе ку саккун шута хумасть.

Мĕн кĕтĕ Шетмĕпуç тăрăхĕсене – пурăнсан курăпăр. Унăн пĕрремĕш çутине çĕнĕрен хуçалăхри ревкомисси çутасса шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика