Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕрĕн 100 çулхи юбилейĕ умĕн

07 сентября 2005 г.

 

Пирĕн районтан паллă çынсем сахал мар тухнă Наукăра, культурăпа искусствăра паллă йĕр хăварнă вĕсем. Октябрь уйăхĕнче вара вĕсенчен пĕри - паллă поэт, куçаруçă, обществăлла деятель А.Т. Петокки çуралнăранпа 100 çул çитет. Çак паллă куна хатĕрленсе, районта мероприятисен ятарлă планне хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн районти тĕп библиотекăра «Эпĕ те, тен, чăваш, тăван çĕршĕн» тăван сăвăç пулайăп чăнах» ятпа буклет хатĕрлеççĕ. Районти тĕп библиотека, Москакасси ял библиотекинче «Манăçман вăл, сасси çухалман...» ятпа поэта халалласа выставка – презентаци пулать.

Çавăн пекех районти библиотека ĕçченĕсем  «Ăста поэт», паттăр салтак» ятпа çак сумлă юбилей  ячĕпе электронлă  презентаци, «Пирĕн ентеш – Андрей Петокки» папка хатĕрлеççĕ. Октябрĕн 6-мĕшĕнче вара Андрей Петоки палăкĕ умĕнче асăну митингĕ иртет. Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче районти пур библиотекăсенче те. «Вĕри чунлă ентеш – Андрей Петокки» ятпа информаци сехечĕсем йĕркелеççĕ. Районти ача-пăча библиотеки вара районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕ урлă «Хамăр ентешĕмĕре пĕлетпĕр-и» ятпа çамрăк вулакансем хушшинче викторина  ирттерме хатĕрленет.

Шкулсенче вара çак тапхăрта А.Т. Петокки пултарулăхне  халалланă уроксемпе класс тулашĕнчи  мероприятисем «Чăваш сăмахлăхĕн ăсти» ятпа вулакансен конференцийĕ иртет. Вĕренекенсем хушшинче çавăн пекех вулакансен конференцийĕ пултарулăх ĕçĕпе тĕрлĕрен конкурссем, писательсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕрен бюллетеньсемпе стендсем та ачасен тавракурăмне ÿстерме пулăшĕç.

Москакасси ял администрацийĕн те А. Петокки палăкне юсаса  реставрацилессипе, ентеше халалласа парк  йĕркелессипе тимлеме тивет. Районти историпе краеведени музейĕнче вара А. Петокки пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен экскпозици хатĕрлеççĕ. Москакасси шкулĕнче ку тĕлĕшпе музей кĕтесĕ уçаççĕ. Октябрĕн 4-мĕшĕнче вара поэт-куçаруçăна халалласа асăну каçĕ иртет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика