Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье конкурсне хутшăнăр

07 сентября 2005 г.

 

Çемье – кашни çыннăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Çемьен авторитетне хăпартас, çемьери, йăхри йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртсе аталантарас тĕллевпе районта сентябрĕн 30-мĕшĕнче «Çулталăкри çемье» конкурс ирттереççĕ. Ачасене тĕрĕс воспитани парасси, нравственноç никĕсĕ, сывă пурнăç йĕркине хăнăхса ÿсесси  те йăлтах çемьерен пуçланать. Çакă та конкурсăн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Ăна районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ ирттерет.

Конкурса хутшăнакансен заявкăсене çемье альбомĕсемпе пĕрле сентябрĕн 25-мĕшĕччен тăратмалла.

Камсем хутшăнма пултараççĕ унта; Çемье чăмăртаннăранпа 10 çул иртрĕ, çул çитмен ачасене воспитани парса  ÿстеретĕр, ĕçре ырă утăмсемпе палăрăмсем тума ĕлкĕртĕр пулсан, тархасшăн хутшăнма пултаратăр конкурса. Çавăн пекех сирĕн çемьери хутшăнусем – мăшăрсем хушшинче те, ашшĕ-амăшюсемпе те, ачисемпе те йĕркеллĕ пулни кирлĕ. Çемье, йăх, наци йăли-йĕркине тытса пынине те шута илеççĕ. Çемьере çавăн пекех ачасемпе пур енлĕн йĕркеллĕ аталанса çитĕнмелли условисем туса пани кирлĕ. Çемьере кашниех экономика проблемине хăй тĕллĕн татса пама та пĕлмелле.

Заявкăпа пĕрле тăратакан çемье альбомĕнче çемье çинчен, унăн историне каласа пани кирлĕ. Çавăн пекех унта ăрусем хушшинчи çыхăну та, çемьери йăла-йĕрке те çемьери çитĕнÿсем те – йăлтах паллă пулччăр. Альбом çавăн пекех  сăн ÿкерчĕксемпе пуян пултăр.

Конкурса хутшăнакан çемье хăй çинчен каласа пама пĕлмелле, юрра-ташша тата кулинари тĕлĕшĕнчен ăста пулмалла.

Конкурс 6 тапхăрпа иртет. Чи малтан хăвăр çемье çинчен каласа памалла. Унтан çемьери  юратнă уява  кăтартмалла. 3 тапхăрта вара «Сывă çурт – сывă çемье» спорт конкурсĕ пулать. Çемьен чи тутлă блюдо мĕн иккенне те уçса  пама тивет сирĕн. «Эрудит» конкурсра тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама тивет. Юлашкинчен эсир юрра-ташша ăста иккенне те  тĕрĕслеççĕ.

Çĕнтерÿçĕ-çемьесем республикăри çакнашкал конкурса хутшăнма, район администрацийĕн парнисемпе дипломĕсене тивĕçеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика