Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ учрежденийĕсенче

07 сентября 2005 г.

 

Çутă хĕвел, ачасем тата чечексем – тĕнчене илем кÿрекенсем

Пирĕн районта ялсене тирпей-илем кĕртесси çине юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсене социаллă аталантарассинче учрежденисен çумĕсене, шкулсемпе парксене, урамсене, харпăр хăй участокĕсене йывăçсем, тĕрлĕрен чечексем лартса хитрелетесси малти вырăн йышăнать. ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров та 2005 çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ.

Ку вара районта пурăнакансене, предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсене татах хавхалантарчĕ. Нумай çĕрте йывăçсем, тĕрлĕ чечексем лартса ÿстерессипе сахал мар вăй хучĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсемпе ача сачĕсем те ку ĕçрен аякра тăрса юлмарĕç.

Этем хăйĕн пурнăçĕнче ÿсен-тăрансемсĕр, йывăç-курăксăр пурăнаймасть. Çавăнпа та ачасене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăк илемне туйма, ăнланма, ăна упрама, хăйсен аллипе чечексене, ытти ÿсен-тăрансене ÿстерме хăнăхтармалла. Уйрăмах ялти вырăнта вырнаçнă шкулсен ачасене çĕр çинче ĕçлеме вĕрентмелле. Калча шăтса тухать, ешерет, хăйĕн çимĕçне парать. Ача уншăн епле савăнать, мĕншĕн тесен хăйĕн аллипе пăхса ÿстернĕ. Çакă вара унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлать.

Шкул çумĕнчи сăнав участокĕнче çуркуннерен пуçласа ылтăн кĕркуннеччен чечексем ешерни кама савăнтармĕ; Чечексене, ÿсен-тăрансене тĕрĕс суйласа илсен, вĕсене лайăх пăхса тăрсан, ĕмĕтленни пурнăçланать. Юр кайса пĕтет кăна, шкулăн клумби çинче çурхи малтанхи чечексем çурăлаççĕ: тюльпансем тата нарциссем. Вĕсем хыççăн маргариткăсем, ириссемпе пионсем чечекленсе таврана илем кÿреççĕ, ырă шăршисемпе чуна савăнтараççĕ. Ун хыççăн астрăсемпе георгинсем, сальви, каярахпа бархатцы клумбăсем патне илĕртеççĕ. Çак илеме пĕтĕмпех биологи учителĕсем ертсе пынипе ачасем тăваççĕ. Вĕсем çуркунне пуçламăшĕнчех тĕрлĕ чечексен калчисене лартса ÿстереççĕ, каярахпа чечек участокĕсем, клумбăсем çине лартаççĕ.

Çуркунне пуçламăшĕнчех пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем тата ача сачĕсем хушшинче «Чечексен тĕнчи» конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Ятарласа çирĕплетнĕ комисси вырăнсенче май-август уйăхĕсенче мĕнле чечексем ÿснипе паллашса, ку енĕпе пĕтĕмĕшле лару-тăрăва тивĕçлĕ хак парса малтисене палăртрĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсем конкурса чечексен сăн ÿкерчĕксемпе ăнлантарса çырнисене тăратрĕç. Калас пулать, шкулсенче кăçал ку тĕлĕшпе япăх мар ĕçленĕ. Акă, сăмахран, Нискассинчи вăтам шкул хатĕрленĕ материала республикăри конкурса тăратма суйласа илнĕ. Конкурс итогĕсене августăн 26-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Нискассинчи вăтам шкул тивĕçлипех йышăнчĕ. Мăн Сĕнтĕрти, Тойкилтĕри вăтам, Сыпайри тĕп шкулсем конкурса лайăх материалсем тăратнă. Вĕсем пурте иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Сосновкăри, Шатракассинчи тĕп шкулсем, «Золушка», «Солнышко» ача сачĕсем – виççĕмĕш вырăнта.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен августри канашлăвĕнче хатĕрленĕ чечексен выставки вара пурин чунне те тыткăнларĕ. Кунта чи пултаруллисене 5 номинаципе хакларĕç. Чи лайăххисен, чечек ăстисен, вĕсен тĕрлĕ композицийĕсене хатĕрлеме пултаракансен шутĕнче Хорнуйĕнчи пуçламăш шкул-ача сачĕ, Муркашри лицей, Муркашри вăтам шкул, Вăрманкассинчи тĕп  тата Чуманкассинчи вăтам шкулсем пулчĕç.

Çакна та палăртмалла, Муркашри вăтам шкул конкурса пуринчен нумайрах чечек композицийĕсене тăратма пултарчĕ, Чуманкассинчи вăтам шкул вара чечек композицине шкул шăнкăравĕ евĕр хĕрлĕ георгинсенчен тата бархатцысенчен хатĕрлесе пурне те тĕлĕнтерчĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чр тава тивĕçлĕ учительници Е.П. Расторгуева кун пирки çапла каларĕ: «Пурте маттурсем! Мĕн тĕслĕ чечек çук пулĕ кунта. Вĕсен илемĕ чуна çĕклентерет, савăнтарать. Çакна пĕтĕмпех шкулсенче тата ача сачĕсенче ÿстернĕ-çке. Малтан Чемей шкулĕ кăна пурне те чечексемпе тивĕçтернĕ пулсан, хальхи вăхăтра кашни шкулта çак илеме, чун йăпатмăшне ÿстерме пултараççĕ».

Сăмаха вĕçленĕ май çакна та палăртас килет. Конкурса хутшăнакансене хавхалантарма спонсорсем – Муркаш райпо председателĕ Б.В. Андреев тата «Заря» ООО ертÿçи П.Т. Терентьев пулăшрĕç. Пысăк тав вĕсене уншăн, ĕçĕсем малашне те ăнса пыччăр, çемйисенче килĕшÿпе телей хуçаланччăр.

Чечексем çынна савăнăç кÿреççĕ, кăмăла çĕклеççĕ, апла пулсан, сывлăх та лайăх пулать. Çавăнпа та çитес çул та шкулсем çакăн пек конкурса татах та активлăрах хутшăнасса, район илемне çĕклессе шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика