Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисене чыс та мухтав

05 сентября 2005 г.

 

Сентябрь уйăхĕ çитрĕ. Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă механизаторсем хушшинче ăмăртура мала тухакансем те сахал мар.

Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ тата агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомăĕ Вырмара ĕçлекен комбайнерсен ĕç итогĕсене кашни ĕрнере пĕтĕмлетсе малтисене палăртать.

Августăн 24-31-мĕшĕсенчи ăмăртура «Дон-1500» комбайнсемпе ĕçлекенсем хушшинче 1 вырăна «Свобода» хуçалăхри А.Г. Алексеев çĕнсе илнĕ, 273 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта Чапаев яч. хис. хуçалăхри Н.Е. Федороа – 183 тонна, виççĕмĕш вырăнта – Ленин яч. хис. хуçалăхри А.Ю. Яртуков – 120 тонна.

«Енисей-1200» комбайнсемпе ĕçлекенсем хушшинче чи пултарулли Ильич яч. хис. хуçалăхри В.И. Аврамов экипажĕ пулнă, 220 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Свобода» хуçалăхри В.А. Толикин – 200 тонна, виççĕмĕш вырăна çак хуçалăхри П.А. Толикин йышăннă, 191 тонна тырă вырса çапнă.

«СК-5 «Нива» комбайнсемпе ĕçлекенсенчен Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри В.Ф. Добрянский экипажĕ çĕнтернĕ, 138 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта Ленин яч. хис. хуçалăхри Н.М. Ванюшкин экипажĕ – 112 тонна, çавăн пекех «Лидер» «Агрофирма» ООО комбайнерĕ А.В. Краснов та иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, 112 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Виççĕмĕш вырăнта – «Герой» хуçалăхри В.В. Ердуков экипажĕ – 79 тонна.

Кĕрхи çĕртме сухи тăвакансем хушшинче те малтисем паллă.

ДТ-75 тракторпа сухалакансем хушшинче 1 вырăна Ленин яч. хис. хуçалăхри А.Л. Петров тивĕçнĕ, 255 гектар çĕртме сухи тунă. «Рассвет» Агрофирма» ООО механизаторĕ А.В. Морозов – иккĕмĕш вырăнта, 200 гектар çĕр сухаланă.

Т-150 тракторсемпе ĕçлекенсенчен чи маттурри «Свобода» хуçалăхри В.П. Петровский пулнă – 110 гектар сухаланă.

МТЗ-80, МТЗ-82 тракторсем хальлĕхе ку ĕçе хутшăнман.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика