Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ технологи çĕн пĕлÿ ыйтать

05 сентября 2005 г.

 

Лицеистсемпе вĕрентекенсен вăйĕпе акса чĕртнĕ тата çу каçа тирпейлĕ пăхса тăнă вуншар тĕслĕ чечексен аллейипе илемлĕ тăхăннă патвар яшсемпе чечек çыххисем йăтнă хĕрсем, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май çĕнĕ шухăш-ĕмĕтсемпе тулнă вĕрентекенсем, хăйсен ачисенче малашлăх куракан ашшĕ-амăшĕсем çула май пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ирлесех Муркаш лицейне пухăнчĕç.

Палăртнă вăхăта çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçласа ирттернĕ линейкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов, Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Никитин, районти патшалăх пушар надзор управленийĕн ертÿçи И. Смирнов, «Оринино» хуçалăх председателĕ Ю. Шишокин пырса çитрĕç. Савăнăçлă линейка лицей гимнĕпе пуçланчĕ. Ун кĕввин ытамĕнче кашнинех «Мĕн кĕтет çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче;» ыйту канăç памарĕ.

Линейкăна уçса малтанах лицей директорĕ Н. Смирнов сăмах каларĕ, вунпĕрмĕшсене тата кăçал кунта вĕренме кĕнĕ яш-кĕрĕме кăçалхи вĕрентÿре мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтнипе паллаштарчĕ. Каламалла, кăçал лицеран вĕренсе тухнă 52 çамрăк вырăнне çирĕп экзаменсем витĕр тухса хăйсен пĕлÿ çулне кунта тăсма шутласа килнисем тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанас килет. Çюнĕлĕхсем тенĕрен Чр Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви тăтăшах çĕнĕлĕхсем шыракан Муркаш лицейне «Лицей условийĕнчи вчĕрентÿ процесне индивидуализацилесси» проекта пурнăçа кĕртме республикăри эксперимент лаптăкĕн статусне пачĕ. Лицеистсен харпăр хăйĕн вĕрентÿ планĕ çине куçасси вĕрентекенсенчен те, вĕренекенсенчен те пысăк ответлăх ыйтать.

- Лицей-район малашлăхĕ, тетпĕр те кунне пĕлÿ пухакансем çине пысăк шанăç хуратпăр. Çакна валли кунти вĕрентекенсен ăсталăхĕ çитессе шанатпăр, май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Паянхи пурнăçра тарăн пĕлÿллĕ специалистсем çĕнĕ тата малта пыракан технологисене алли илни район, республика, Раççей экономикине малалла уттарать. Çакна районти тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Ырă пуçарусене эсир малалла тăсасса, аçăр-аннеĕрпе хăвăра пĕлÿ паракан лицей ятне яланах çÿлте тытасса шанатăп, - терĕ Юрий Александрович савăнăçлă линейка пухăннисене.

- Эпир – сирĕншĕн, эсир – пирĕншĕн принциппа эпир пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ ĕçлетпĕр. Эсир пире çулленех кĕрхи ĕçсенче пулăшнишĕн пысăк тав. Ĕçе юратакан çамрăк пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илесси пирки иккĕленÿ çук, - терĕ «Оринино» хуçалăх ертÿçи Ю. Шишокин лицеистсене çывăх кунсенчех çĕр улми пуссине тухасса пĕлтерсе.

Лицеистсем! Вĕренĕр, ĕçлĕр, аслă ăрăвăн тивĕçлĕ смени пулар! Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă çул çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика